Анатолий Хохловăн ячӗ республика историйӗнче çырăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Хохловăн ячӗ республика историйӗнче çырăннă

Тутарстан чăвашӗсен пирӗн мăнаçланмалăх çыннăмăрсем нумай. Кăçал Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ пулнă май, пултаруллă ертӳçӗ, агроном, мелиоратор пулса республикăн ял хуçалăх отрасльне аталантарма нумай тăрăшнă Анатолий Андреевич Хохлов (1933–1983) çинчен аса илтерес тетпӗр.

Анатолий Андреевич Хохлов Теччӗ районӗнчи Çӗньялта нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Икӗ хӗрпе икӗ ывăл çитӗннӗ вӗсем. Вăл вăхăтри ачасен пӗчӗклех ӗç çумне çыпăçма тивнӗ. 15 тултарсан Анатолий те акă тăван «Прожектор» колхозра утарçă пулăшуçинче ӗçлеме тытăнать. Шăп çакăнтан пуçланать унăн пысăк ӗç çулӗ.

 

Кашни ачине пӗлӳ панă

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пăхмасăр ашшӗпе амăшӗ Андрей Павловичпа Агапья Владимировна ачисене пурне те лайăх пӗлӳ пама тăрăшнă. «Атте пирӗн Андрей Павлович, ӗмӗрӗ тăршшӗпех пӗлӳ патне туртăннă, ялта хутла чи лайăх пӗлекенсенчен пӗри шутланнă вăл. 1928–1936 çулсенче колхозра счетоводра тăрăшнă. Питӗ сумлă пулнă ун чух ку ӗç. Анне Агапья Владимировна вара ӗмӗр тăршшӗпех колхозра тăрăшрӗ. Ӗçрен таврăнсан мӗнле ывăннă пулсан та килти ӗçсене тытăниччен малтан пирӗнпе калаçма вăхăт тупатчӗ», – аса илнӗ аслă пиччӗшӗ Федор Андреевич каярах вырăнти хаçата интервью панă май.

Чăнах та Хохлов-аслисем тăва­тă ачине те пӗлӳ панă. Асли Федор Андреевич профессор, академик, КПССăн Теччӗ районӗнчи пӗрремӗш секретарӗ пулнă, Мари Республикин ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Ывăлӗсем пурнăçа ял хуçалăхӗпе çыхăнтарнă пулсан, хӗрӗсем – медицинăпа. Роза Андреевна ялта фельдшерта 41 çул тăрăшнă, Зоя Андреевна вара Элметри ача-пăча больницин уйрăмне нумай вăхăт ертсе пынă. Вăл ТАССР тата РФ тава тивӗçлӗ тухтăрӗ пулнă. Шел, вӗсенчен сыв­висенчен халӗ Роза Андреевна кăна.

Студент çулӗсем

Анатолий Хохлов та пӗлӳ патне туртăннă, анчах Свияжск хулинчи (ун чух Тури Услон район­не кӗнӗ) агрономсен шкулне пӗччен вӗренме кайма килӗшмен. Çавăнпа ашшӗн хăйӗн пӗртăванне Данила Павловича ывăлне Владимира Анатолипе пӗрле яма калаçтарнă. Çапла ялтан тăватă каччă – Анатолий Андреевичпа Владимир Данилович Хохловсем, Николай Алексеевич Молодцов, Владимир Тихонович Самаркин – Свияжска вӗренме тухса кайнă. Общежити тавраш пулман ун чух, каччăсем пурте пӗрле хваттерте тăнă. Андрей Павлович уйăхне пӗрре кӳрсе тăнă аш-какайпа, кӗрпепе тăранса пурăннă вӗсем.

 

Çамрăк специалист

Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк1953 çулта алла диплом илнӗ Анатолий Хохлов. Çамрăк специалист пурнăçне çӗр ӗçӗпе çыхăнтарасси ун чухнех паллă пулнă. 1954–1959 çулсенче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн «Искра Ильича» колхозӗнче, унтан тăван «Прожектор» колхозра агрономра тăрăшнă.

Ӗçленӗ хушăрах вăл Хусанти ял хуçалăх институтӗнче куçăн мар майпа вӗренсе 1962 çулта «ученăй агроном» специальность илнӗ. Каярах, 1969 çулта, Мускаври гидромелиораци институтӗнче ăсталăха ӳстерсе «гидротехника строительстви» специальноçа алла илнӗ. Шăпах çак аслă шкулсенче илнӗ пӗлӳ ăна малалла мелиораципе çыхăннă пысăк проектсене ертсе пыма май панă та.

Малалла ӗç çулӗн картлашкипе çӳлелле хăпарса кăна пынă: Çӗньялти «Правда» хаçатпа хисепленекен колхозăн комплекслă бригадин бригадирӗ (1959–1962), Шанчăри «Подъем» колхоз председателӗ (1962–1963), Аслă Ăнăри «Победа» колхоз председателӗн çумӗ, партком секретарӗ (1963–1965). Унтан «Правда» хаçатпа хисепленекен колхоза тепре таврăнса Чинчурино ялӗнче агроном пулса ӗçленӗ.

 

Мелиоратор

Тутарстанра мелиорацие аталантарасси 1921 çулхи типӗ çанталăка пула выçлăх пуçланнипе çыхăннă. Шăп 1922 çулта ТАССР Çӗрӗç халăх комиссариатӗнче мелиорацин пӗрремӗш управленийӗ йӗркеленнӗ те. Ун чухне пӗвесенчен çырма çурса юхтарса хирсене шăварнă е лашапа сӗтӗрнӗ. 1931 çулта типӗ çанталăкпа кӗрешекен «Татмелиоводстройăн» пӗрремӗш кантурӗ йӗркеленнӗ. 1932–1937 çулсенче 9,6 пин гектар шăварăнакан участоксем тунă. Шел те, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине пула ку ӗç чарăнса тăнă. 

Республикăн мелиораци аталанăвӗн иккӗмӗш тапхăрӗ вăрçă хыççăн кăна пуçланнă. 1949–1950 çулсенче Тутарстанра машинăпа мелиораци станцийӗсене йӗркелеме тытăннă. Вӗсем хирсене шăварассипе кăна мар, шурлăхсене типӗтессипе, çырмасем пӗвелессипе тата вăрман йăрăмӗсем  лартассипе те ӗçленӗ. 1960–1980 çулсенче мелиораци çӗршывӗпех сулмаклăн аталаннă.

Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк

Анатолий Андреевич Хохловăн ертӳçӗ пултарулăхӗ шăпах 1966 çулта Аслă Ăнăра машинăпа мелиораци станцин (каярах ПМК-6) тата ытларах палăрать.

1966–1973 çулсенче Анатолий Андреевич пӗр улшăнми ертсе пырать ăна. Çак вăхăтра районта çӗрсен мелиорацийӗпе тата гидротехника сооруженийӗ­сен пурăнмалли çуртсен строительствипе çыхăннă пысăк ӗçсем пурнăçланнă. Шăп вӗсене ертсе пынă та Çӗньял чăвашӗ. Сăмах май, асăннă сооруженисем халӗ те халăха усă кӳреççӗ-ха.

Хусана куçарнă

Ертӳçӗ пултарулăхӗ пысăккине кура Анатолий Андреевич Хохлова 1973 çулта тата пысăк­рах ӗç шанса Хусана куçараççӗ. 1973–1976 çулсенче вăл кунта «Татмелиоводстрой» трестăн автоколонна пайне ертсе пырать. Унтан «Ремсельбурвод» трестăн, Горький СЭБ ДМ «Фрегат» начальникӗн Хусан участокӗ енӗпе çумӗсенче тăрăшать. 1979–1983 çулсенче Хусанти строительство материалӗсем кăларакан заводăн Аслă Ăнăри тимӗр-бетон изделийӗсем кăларакан цехăн ертӳçи пулать.

Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк

Тăрăшуллă ӗçшӗн тивӗçнӗ сумлă наградисем сахал мар Анатолий Андреевич Хохловăн. Вӗсенчен чи паллисем: ял хуçалăхӗпе мелиорацие аталантарассинче пысăк çитӗнӳсем тунăшăн Ӗç Мухтавӗн орденӗ (1981), «Ӗçри паттăрлăхшăн, Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнӗ ятпа» юбилей медалӗ (1970), мелиораципе строительствă­ри çитӗнӳсемшӗн «СССР ВДНХ Бронза медалӗ» (1983), «Коммунизмла ӗç ударникӗ» хисеплӗ ят (1985), «1973 çулхи Социализмла ӗç ăмăртăвӗн çӗнтерӳçи». Ра­йон, республика шайӗнчи Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсем.

 

Халăх ăна шаннă

Çапах та чи пысăк награда уншăн халăх шанăçӗ пулнă. Пулăшу ыйтса килнӗ пӗр çынна та каялла çавăрса яман вăл. Çак сăлтавпах Анатолий Андреевича 1963, 1969, 1971 çулсенче Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ял Совечӗн депутатне суйланă та халăх.

Зоя Георгиевна Хохлова (Фомина) Анатолий Андреевич яланах çынпа ырă кăмăллă пулнине, çынна ăнланнине ăшшăн аса илет. Шăпах вăл ял Советӗнчен паспорт илме пулăшнипе аслă аппăшӗ Мария Георгиевна техникумра вӗренсе тухса Мускавра пурăнма пултарнă. 

Шел, Анатолий Андреевича мӗн ватăличчен пурăнма Турă пӳрмен, 1983 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрӗпе Мария Дмит­риевнăпа вӗсем икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Вăхăт нумай иртрӗ пулсан та Анатолий Андре­евич Хохлова, унăн ырă ӗçӗсене халăх манмасть. Ахальтен мар унăн ырă ячӗ район, республика историне çырăннă.

 

Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 


Тетюшский район Анатолий Хохлов

Нет комментариев