Чăваш Енре пӗрлехи кӗлӗ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Енре пӗрлехи кӗлӗ иртет

Ыран, ноябрӗн 28-мӗшӗнче Чăваш Республикин мӗнпур православи чиркӗвӗнче Çветтуй Руçри миршӗн молебн пулать.

Савватий митрополит пилӗпе иртекен акцие Чăваш Енри хӗрарăмсен союзӗ, Чăваш Енри православи хӗрарăмӗсен союзӗ тата Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министерстви йӗркелеççӗ. Кӗлӗсем Литурги хыççăн храмсен расписанийӗпе иртӗç.

Мероприяти Анне кунне халалланă тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче çуралнă «шурă тутăр» йăлана малалла тăсать. Ун чухне хӗрарăмсем фронтовиксемшӗн кӗл тума  шурă тутăрпа храма çӳренӗ. Чăваш Енре çак акци шайӗнче пӗрремӗш  кӗлӗ 2024 çулхи мартăн 10-мӗшӗнче иртнӗ — ун чухне пӗрлехи кӗлӗре 11,5 пин ытла çын пуçтарăннă.


#Чувашия #Православие

Нет комментариев