Хусан епархин нушаллисене пулăшакан «Милосердие – Казань» Служба алăстисене çӗвӗç ӗçне вӗренме илме чӗнет. Хусан хулинчи Мускав çветителӗсемпе чудотворецӗсен храмӗн (Московская урамӗ, 39-мӗш çурт) картишӗнчи Ыркăмăллăх çӗвӗ мастерскойӗ «Ыркăмăллăх – кашни киле» проект шайӗнче ӗç илсе пырать.

Хуть миçе çулти хӗр, хӗрарăм та çӗвӗ ӗçне вӗренме пултарать. Пачах çӗлеме пӗлменнисене те вӗренме йышăнаççӗ. Пустав татăкӗсенчен çӗленӗ утиялсене çӗвӗ мастерскойӗ Хусанти ача-пăча хосписне ăсатать. Мастерскойра çӗвӗ ӗçне лайăх пӗлекен педагог кӗтсе илет, техника енчен те, ӗçре кирлӗ япаласем пирки те пăшăрханма, килтен илсе килме тивмӗ – мастерскойра пур.
Вӗренӳ эрнере виçӗ кун иртет – ытларикун, юнкун, кӗçнерникун каçсерен, тӳлевсӗр. Вăхăтне 8 960 067 44 35 номерпе шăнкăравласа проект ертӳçинчен Эллина Елмановăран ыйтса пӗлме пулать.
Иртнӗ вӗренӳ курсӗнче 18 утиял çӗленӗ. Вӗсене йывăр чирлекен ачасен çемйисене панă.
Сăнӳкерчӗк Хусан тата тутарстан митрополийӗн пресс-службин.
Нет комментариев