Аксу хула евӗрлӗ поселокри 2-мӗш номерлӗ вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Анастасия Кузьмина «Сувар» хаçат ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнма «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ» темăна суйласа илнӗ. Документлă фильмӗ вара «Кивӗ Киремет – Хасан Туфанăн тăван ялӗ» ятлă.
Юратнă тăван ял тата чăваш чӗлхи
Ку темăна ахальтен суйламан Настя. 5-мӗш класранпа шкула район центрне Аксăва çӳрет вăл, тăван ялӗ вара унăн – Кивӗ Киремет. Çапла-çапла, тутарсен паллă поэчӗ, чăваш çыравçисемпе туслă Хасан Туфан çуралнă ял. Кивӗ Киреметре чăвашсемпе тутарсем ӗлӗкрен килӗштерсе пурăннă, халӗ те çаплах. «Сувар» хаçата вулакансем ку ялтан тухнă паллă чăвашсене – Михаил Белов çыравçа, Алексей Трофимов академика тата искусствоведа, Григорий Тяманов-Акташ поэта питӗ аван астăваççӗ. Пурăннă чух вӗсем хăйсен тăван тăрăхӗн, чăваш халăхӗн чысне çӗклес тесе нумай ӗçленӗ...
Шел те, район центрӗнчен 7 километрта вырнаçнă ялта халӗ шкул çук. Кивӗ Киреметри 20-е яхăн шкул ачин вӗренме 1-мӗш класранах Аксăва çӳреме тивет.

Настя Кузьмина хăйӗн тăван ялне питӗ юратать. Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чух ялта шкул пулнă-ха, пуçламăш пӗлӗве кунтах илнӗ вăл. Анчах та тăван чăваш чӗлхине шкулта вӗрентмен иккен. Аксури шкулта та чăваш чӗлхи урокӗсем çук. Çавăнпа та хӗрача, шел пулин те, чăвашла çырма-вулама вӗренмен. Çемьере вара Кузьминсем пӗр-пӗринпе тăван чӗлхепе хутшăнаççӗ. Настя нумай ачаллă çемьере çитӗнет – ашшӗпе амăшӗн Петр Васильевичпа Татьяна Васильевнăн улттăн вӗсем.

– «Шкулта чăваш чӗлхи вӗрентнӗ пулсан эпӗ савăнсах вӗреннӗ пулăттăм», – тенӗччӗ пӗрре мана Настя. «Сувар» хаçат конкурс ирттерни пирки пӗлсен çак сăмахсене аса илтӗм те ăна унта хутшăнса пăхма сӗнтӗм, килӗшрӗ. Манăн класра, шел пулин те, урăх чăвашла калаçакан вӗренекенсем çук. Аксури 2-мӗш шкулта, тӗпрен илсен, вӗренекенсенчен 34 проценчӗ чăваш çемйисенчен. Анчах та чăвашла калаçакансем питӗ сахал. 2023 çултанпа кӗçӗн классенчен пӗринче чăваш чӗлхине вӗрентме пуçларӗç. Халӗ вӗсем 4-мӗш класа çитрӗç ӗнтӗ.
Ертӳçи – Елена Мясникова
Эпир, кунта ӗçлекен чăваш-учительсем, мероприятисенче ачасене чăвашла сăвăсем калаттарма, юрлаттарма тăрăшатпăр. Район-республика шайӗнчи мероприятисене хутшăнакан ачасем те пур пирӗн, – каласа парать 10-мӗш класăн ертӳçи, акăлчан чӗлхи вӗрентекенӗ, пысăк опытлă педагог Л.В. Мясникова. Вăлах А.Кузьминан конкурс ӗçӗн ертӳçи те.

Лилия Валентиновна хăй Кивӗ Саврăш ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн тăватă çул тăван ялӗнче ачасене вӗрентнӗ, акă ӗнтӗ 15 çул Аксури 2-мӗш шкулта тăрăшать. «Сувар» хаçат ирттерекен конкурссене хăйӗн вӗренекенӗсене тăтăшах хутшăнтарать вăл.
Акă Настя Кузьмина та Лилия Валентиновна сӗннипех конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Класс ертӳçи, ашшӗпе амăшӗ тӗрев панипе кино ӳкернӗ. Хăйӗн тăван ялӗ Кивӗ Киремет çинчен паллă ентешӗпе Хасан Туфанпа çыхăнтарса каласа парать вăл, поэтăн музейӗнче те кадрсем тунă хӗрача. Кино ӳкерме Настьăна юлташ-хӗрӗ Ралина Мардиева нумай пулăшнă.
Настьăна Аксури 2-мӗш шкулта вӗренме питӗ килӗшет. Хăй каланă тăрăх, 10-мӗш класс ачисем питӗ туслă. 23-ӗн вӗсем. Класс ертӳçине Лилия Валентиновнăна ачасем питӗ юратаççӗ, хăйсен ертӳçи шăпах вăл пулнăшăн чӗререн савăннине пытармаççӗ.

Кивӗ Киремет хӗрӗ тăрăшса вӗренет, «4» тата «5» паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать. Уйрăмах вырăс чӗлхи, биологипе хими предмечӗсене килӗштерет вăл. Шкул хыççăн малашнехи пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн, врач пулма ӗмӗтленет. Çынсене усă кӳресшӗн вăл. Ăнăçу сунатпăр пултаруллă хӗрачана!
А.Кузьмина архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев