News by date 21 June 2017
-
Матча духипе пудра илсе ан кай !
FIFA Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче стадиона хăвăрпа пӗрле вувузелăсем, самокатсем, файерсем илсе кӗме юрамасть, пӗлтерет fifa.com сайт. Хусанта ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, иккӗмӗш матч иртет. Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Вăйă «Казань-Арена» стадионра 21 сехетре пуçланать. Хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе матчсем иртекен кашни стадионра куракансем хăйсене тыткаламалли ятарлă йӗркене пăхăнмалла. Вӗсемпе билетлă кашни болельщик...
-
Ыран Германипе Чили выляççӗ
Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти иккӗмӗш матчӗ ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, «Казань-Арена» стадионра каçхине 21 сехетре пуçланать. Хальхинче Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Болельщиксене асра тытма: матча билет тата Болельщик паспорчӗпе кăна кӗртеççӗ. Çак документсем алăра пулсан тӗрӗслеве хăвăртрах иртме пулать. Ют çӗршыв гражданӗсене вара Болельщик паспорчӗ Раççее визăсăрах килме май парать. Кунсăр пуçне...
-
Матчсене кӗмелли йӗркене аса илтерчӗç
Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал. Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле. Кун валли fan-id.ru сайтра паспорт даннăйӗсене çырса анкета тултармалла, хăвăрăн...
-
Мӑн Канаш пуҫтарӑнать
Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Правительство Çурчӗн «Б» блокӗнче (Президент бульварӗ, 10-мӗш çурт) Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ пулать. Пуху 13 сехетре пуçланать.
-
Паян тата ыран тӗттӗм пулмасть
Июнӗн 21-22-мӗшӗсем - кун таврăнăшӗ, урăхла каласан çулталăкри чи вăрăм кунсемпе кӗске каçсем. Паян кинологсене тата скейтбордпа ярăнма юратакансене саламлатпăр! Тутарстан гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать, аслати авăтать, пăр çăвать. Çил çурçӗр-хӗвеланăçӗнчен (аслати вăхăтӗнче çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа) вӗрет. Çӗрле +8..+13, кăнтăрла +20..+25 градус. Çанталăк...