Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ыран Германипе Чили выляççӗ

Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти иккӗмӗш матчӗ ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, «Казань-Арена» стадионра каçхине 21 сехетре пуçланать. Хальхинче Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Болельщиксене асра тытма: матча билет тата Болельщик паспорчӗпе кăна кӗртеççӗ. Çак документсем алăра пулсан тӗрӗслеве хăвăртрах иртме пулать. Ют çӗршыв гражданӗсене вара Болельщик паспорчӗ Раççее визăсăрах килме май парать. Кунсăр пуçне...

Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти иккӗмӗш матчӗ ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, «Казань-Арена» стадионра каçхине 21 сехетре пуçланать. Хальхинче Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ.

Болельщиксене асра тытма: матча билет тата Болельщик паспорчӗпе кăна кӗртеççӗ. Çак документсем алăра пулсан тӗрӗслеве хăвăртрах иртме пулать. Ют çӗршыв гражданӗсене вара Болельщик паспорчӗ Раççее визăсăрах килме май парать. Кунсăр пуçне FAN ID вăл - обществăлла транспорт тата матчсем иртекен хуласене каякан поездсем çине тӳлевсӗр билет та.

ТР Премьер-министрӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, матчсем вăхăтӗнче лавккасенче эрех сутмаççӗ тата «Казан-Арена» стадион, «Хусан-1», «Хусан-2» чугун çул вокзалӗсенче, «Хусан» аэропортра тата вӗсен çывăхӗсенче алкогольлӗ шӗвексем ӗçме юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев