Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Матча духипе пудра илсе ан кай !

FIFA Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче стадиона хăвăрпа пӗрле вувузелăсем, самокатсем, файерсем илсе кӗме юрамасть, пӗлтерет fifa.com сайт. Хусанта ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, иккӗмӗш матч иртет. Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Вăйă «Казань-Арена» стадионра 21 сехетре пуçланать. Хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе матчсем иртекен кашни стадионра куракансем хăйсене тыткаламалли ятарлă йӗркене пăхăнмалла. Вӗсемпе билетлă кашни болельщик...

FIFA Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче стадиона хăвăрпа пӗрле вувузелăсем, самокатсем, файерсем илсе кӗме юрамасть, пӗлтерет fifa.com сайт.

Хусанта ыран, июнӗн 22-мӗшӗнче, иккӗмӗш матч иртет. Германипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Вăйă «Казань-Арена» стадионра 21 сехетре пуçланать. Хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе матчсем иртекен кашни стадионра куракансем хăйсене тыткаламалли ятарлă йӗркене пăхăнмалла. Вӗсемпе билетлă кашни болельщик паллашмалла.

Çавăнпа та стадионсене хуть мӗнле пиротехника хатӗрӗсем, кӗленче контейнерсем, бутылкăсем (хисеплӗ хӗрсем! çак шута духипе пудра савăчӗсем те кӗреççӗ), термоссем, 100 мл ытларах савăтра ӗçме-çиме, спортинвентарь (велосипед, роликсем, скейтсемпе самокатсем), селфи-патаксем, штативсем, хуçлатсан та 25 сантиметртан вăрăм зонтсем, тата ыттине (тулли списокпа fifa.com сайтра паллашмалла) илсе кӗме юрамасть.

Куракансене стадиона матч пуçланиччен 3 сехет маларах кӗртеççӗ. Маларах килсен стадиона хăвăртрах кӗме кăна мар, FIFA 2017 партнерӗсем хатӗрлекен тӗрлӗ мероприятие хутшăнма, асăнмалăх сувенирсем туянма та пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев