News by date 22 January 2017
-
Сиктӗрме хăнасене йышăнчӗ
Январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ иртенпе хăнасене йышăнчӗ. Кунта В.В. Иванов ертсе пыракан ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çыннисем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, ЧР культура министрӗ К. Яковлев ертсе пыракан делегацире П.Хусанкай ывăлӗ Атнер Хусанкай, поэт мăшăрӗ Вера Кузьмина, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрăç, Чăваш кинемотографисчӗсен пуçлăхӗ Олег Цыпленков, Телертӳçӗ тата сăвăç...
-
Хулаçырми хӗрӗ Виктор Цой юррине юрлать
Хулаçырми ял уявне паллă тунă çӗре хутшăннă май, Культура çуртӗнче вырăнти артистем лартнă концерта курма тиврӗ. Ыттисен хушшинче пӗр шкул хӗр ачи, Юркина хушаматлă, Виктор Цойăн юррине юрланине çыртарса та илтӗм. Аса илтеретпӗр, ку Тутарстан чиккинчи чăваш ялӗнче пулса иртет. Ку вăл сире йышпа тухса кӗпӗрленсе чăваш ташшине ташласси кăна...
-
Петӗр Хусанкай – туслăх элчин тӗслӗхӗ
Раççей уçлăхӗнче наци литературисемпе культурисен арканми пӗрлӗхӗн йӗркеленӗвӗнче шăпах çак фактор тӗп вырăн йышăнчӗ вӗт. Тутарсатан кунта тӗслӗх пулса тăрать, вăл пире тымарсем патне тавăрса хамăрăн пӗрлӗхе ăнланма пулăшать, унта тăванлăх тата пӗр-пӗрне хисеплесси - тӗп вырăн йышăнаççӗ. Тутарстанра пулнă чухне Мускав тата пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирил каланăччӗ: «Тăван çӗршыв...
-
Эпир пулнă, пур... кун пек малалла кайсан, пулатпăр-ши?
Паянхи кун чылай шкулта ют çӗршыва тарăнрах вӗрентесси йăлана кӗрсе пырать. Саманапа килӗшӳллӗн, çак тӗллеве пирӗн умра çӗршыв ертӳçисем лартаççӗ. Анчах тăван чӗлхе çинчен те манса каймалла мар. Енчен те вăл пирӗн юнпа ăса, ӳтпе пӗве ачаран кӗмесен, вăл нихăçан та çывăх тата тăван пулса тăраймасть, ăна майӗпен ют çӗршыв...
-
Чăвашсем, чăмăртанăр! тесе шăпах вăл каланă
Тутарстанри Элкел районӗнчи Петрӗр Хусанкай музейӗ халăх поэчӗн литературăри еткерлӗхне тӗпчесе пысăк ӗç ирттерет. Унăн директорӗ Олег Мурзин пирӗн хаçата хăйӗн хăш-пӗр шухăшӗсене пӗлтерчӗ. Граждăнла поэзире ăнсăртран пулаканни нимӗн те çук, йăлтах сăнарта е сасăра пурăнса иртекенни çеç, сăвă йӗркеленӗвӗн кашни пайӗнче авторăн гражданла ăнтăлăвӗ, сăн-пичӗ палăрать. Вăл таса ăнлавсенче...
-
Паян Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрӗ
Кăрлачăн 22-мӗшӗнче чăваш халăх поэчӗ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет. Тăван ялӗнчи ун ячӗллӗ музей ӗçлеме тытăннăранпа та 15 çул çитрӗ. Чаплă уява Элкел районӗнчи Сиктӗрмене Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри çыравçăсемпе общество ӗçченӗсем хутшăнма палăртнă, районсенчи ЧНКЦ председателӗсене йыхравланă. Чăваш сăмахлăхӗ çине Хусанкай çырнисем халӗ те витӗм кӳреççӗ. Çакна эпир...