News by date 25 April 2022
-
Тутарстан тӗп хулинче Made in Kazan форум иртет
Паян Хусанта Made in Kazan форум иртет, унта экономикӑри ҫӗнӗ условисенче бизнеса мӗнле аталантарассине сӳтсе явӗҫ. Мероприяти предпринимательсене, топ-менеджерсене, компанисен представителӗсене пуҫтарӗ.
-
Гидрометцентр Тутарстанра аслатиллӗ ҫумӑр тата вӑйлӑ ҫил пуласси пирки асӑрхаттарать
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Тутарстанра аслатиллӗ ҫумӑр тата кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫилне кӗтеҫҫӗ. Унӑн туртӑмӗсем 15-20 м/с таран пулма пултараҫҫӗ, ҫакӑн пирки республика Гидрометцентрӗ пӗлтерет.
-
Хусанта арҫын ҫулшӑн тӳлес мар тесе кондуктор ҫине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ
Инцидент ӗнер каҫпа Адоратский урамӗнче 1-мӗш номерлӗ троллейбусӑн салонӗнче пулса иртнӗ
-
Шупашкарта "Мишки мимимишки" мультфильма чӑвашла куҫараҫҫӗ
"Юмах/Мультфильмы на чувашском языке" YouTube-каналӗнче "Мишки мимимишки" ("Ик-ик упа тус") мультфильмӑн 7 серине чӑвашла куҫарнӑ ӗнтӗ