Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта арҫын ҫулшӑн тӳлес мар тесе кондуктор ҫине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ

Инцидент ӗнер каҫпа Адоратский урамӗнче 1-мӗш номерлӗ троллейбусӑн салонӗнче пулса иртнӗ

Ӳсӗр 24 ҫулхи пассажир 27 ҫулхи кондуктора хырӑмӗнчен ҫапнӑ. Кондуктора больницӑна илсе кайса пулӑшу панӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хирӗҫӳ ҫамрӑк ҫын ҫулшӑн тӳлесшӗн пулманнипе пуҫланнӑ. Арҫын ҫине сывлӑха сиен кӳнӗшӗн статья тӑрӑх уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.


Нет комментариев