Гидрометцентр Тутарстанра аслатиллӗ ҫумӑр тата вӑйлӑ ҫил пуласси пирки асӑрхаттарать
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Тутарстанра аслатиллӗ ҫумӑр тата кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫилне кӗтеҫҫӗ. Унӑн туртӑмӗсем 15-20 м/с таран пулма пултараҫҫӗ, ҫакӑн пирки республика Гидрометцентрӗ пӗлтерет.
Кӑнтӑрлахи тата каҫхи сехетсенче начар ҫанталӑк прогнозланать. Ҫӗрле вара пысӑках мар ҫумӑр пулмалла.
Сывлӑш температури ҫӗрле 5 градусран пуҫласа 10 градус таран ҫитет, кӑнтӑрла 18-23 градус таран хӑпарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев