News by date 26 March 2024
-
Çемье ансамблӗсене! Музыкантсен династийӗсене!
Конкурсантсен хăйсен музыкăллă çемйи çинчен мини-фильм ӳкрсе йӗркелӳçӗсене ярса памалла
-
Мускавра пулас аннесен Пӗтӗм Раççей форумӗ иртет
«Çирӗп çемье: йăлтах йывăрлисем валли» Пӗтӗм Раççей форумӗ апрелӗн 4-5-мӗшӗсенче Мускавра иртет. Регионсем, çав шутра тутарстансем те, акцие онлайн мелӗпе хутшăнма пултараççӗ.
-
Налог тата налогпа çыхăнман тупăш енӗпе Тутарстан Раççейре тăватăмӗш вырăнта
Республикăн пӗрлехи бюджетне укçа кăçал, тӗпрен илсен, ахаль çынсен тупăшӗнчен, организацисен тупăшӗпе пурлăхӗнчен пурӗ 69,2 миллиард тенкӗ кӗнӗ. Ку вăл налог тата налугпа çыхăнман укçа. Вӗсенчен 58,6 миллиард тенкине республика бюджетне, 10,6-шне вырăнти бюджетсене янă. Кун çинчен ТР финанс министрӗн çумӗ Алла Анфимова мартăн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан каласа пачӗ.
-
Апрелӗн 1 – 30-мӗшӗсенче йывăр тиевлӗ машинăсене çулсем çине кӗме чараççӗ
ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, апрелӗн 1– 30-мӗшӗсенче Республика территорийӗнчи регион тата муниципалитет шайӗнчи çулсем çине йывăр тиевлӗ кашни транспортах кӗртмеççӗ, тесе пӗлтерет «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» патшалăх учрежденийӗн пресс-служби.