Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Налог тата налогпа çыхăнман тупăш енӗпе Тутарстан Раççейре тăватăмӗш вырăнта

Республикăн пӗрлехи бюджетне укçа кăçал, тӗпрен илсен, ахаль çынсен тупăшӗнчен, организацисен тупăшӗпе пурлăхӗнчен пурӗ 69,2 миллиард тенкӗ кӗнӗ. Ку вăл налог тата налугпа çыхăнман укçа. Вӗсенчен 58,6 миллиард тенкине республика бюджетне, 10,6-шне вырăнти бюджетсене янă. Кун çинчен ТР финанс министрӗн çумӗ Алла Анфимова мартăн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан каласа пачӗ.

Спикер каланă тăрăх, республикăн пӗрлехи бюджетне ахаль çынсен (физичекое лицо) тупăшӗнчен илӗннӗ налог — 32, организацисен тупăшӗнчен — 11, пурлăхӗнчен — 15, налогсăр тупăшран — 11, акцизсенчен 10 процентшар кӗнӗ. Хальлӗхе чи пысăк укçа бюджета ахаль çынсен тупăшӗнчен илӗнекен налог шутланать. Çулталăк планӗпе кăçал вăл пӗтӗмпе 137,5 миллиард тенкӗ пулмалла. Январьпе февраль уйăхӗнче 22,4 миллиард тенки (16,3 процент) пӗрлехи бюджета кӗнӗ.

Иккӗмӗш вырăнта — экономика отраслӗсен тупăшӗнчен илӗнекен налог. Икӗ уйăхра бюджета вăл 18,5 миллиард тенкӗ кӗнӗ. Вӗсенчен 5,7 миллиарчӗ нефтьпе газ комплексӗн (30,8 процент), 1,9 миллиарчӗ (10,3) суту-илӗвӗн, 938,8 миллионӗ (5,1 процент) химипе нефтехими производствин, 922,5 миллионӗ (5 прооцент) строительствăн тата ыттин.

Алла Анифимова сăмахӗпе, 2023 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал пӗрлехи бюджета чи нумай укçа республика экономикин нефтьпе газ отраслӗнчен, строительствăран, машиностроенирен, апат-çимӗç производствинчен тата кредит организацийӗпе лизинг компанийӗсенчен кӗнӗ.

Чăн та, малтисен списокне хальхинче хими тата нефтехими производстви (пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен 643,7 миллион тенкӗ сахалрах) тата суту-илӳ (68,5 миллион тенкӗ) кӗреймен. Спикер çакна «Оргсинтез», «Нефис-косметикс» тата «Нижнекамскшина» предприятисем тӗрлӗ сăлтавпа, çав шутра юсав ӗçӗсене пула, çак икӗ уйăхра производствăна чакарнипе сăлтавларӗ. Сут-илӳ мӗншӗн «уксаклани» вара автомобиль сахал сутăннипе çыхăннă иккен.
Пӗрлехи бюджета акцизсенчен — 6,6, налогпа çыхăнман тупăшран 7,6-шар миллиард тенкӗ укçа кӗнӗ.

Кăçал январь–февраль уйăхӗсенче республикăра налог тата налогпа çыхăнман тупăш укçи пӗтӗмпе 198,4 миллиард тенкӗ пухăннă, вӗсенчен 129,2-шӗ федераллă бюджета кайнă пулсан, 69,2 миллиарчӗ республикăн пӗрлехи бюджетӗнче юлнă. Ку енӗпе Тутарстан Раççей субъекчӗсем хушшинче, Мускавпа Санкт-Петербург тата Мускав облаçӗ хыççăн, тăваттăмӗш, Федерацин Атăлçи округӗнче пӗрремӗш вырăнта.

 Пӗтӗмӗшле илес пулсан, январь, февраль уйăхӗсенче халăхпа организаци-предприятисенчен налогпа тата налогпа çыхăнман укçа пухассин 17,3 проценчӗ, республика бюджечӗпе 17,6 процент пурнăçланнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, кăтартусем япăх мар. Спикер сăмахӗпе, 2024 çулăн планне (пӗтӗмпе 400 миллиард тенкӗ) пурнăçлама шанăç парать. (Сăнӳкерчӗк minfin.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика