Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра пулас аннесен Пӗтӗм Раççей форумӗ иртет

«Çирӗп çемье: йăлтах йывăрлисем валли» Пӗтӗм Раççей форумӗ апрелӗн 4-5-мӗшӗсенче Мускавра иртет. Регионсем, çав шутра тутарстансем те, акцие онлайн мелӗпе хутшăнма пултараççӗ.

Форум Мускаври аслă шкулсен площадкинче «Любовь под сердцем» девизпа иртет. Ача кӗтекен хӗрарăмсемпе мӗнле ӗçленине кăтартнинчен тăрӗ вăл. Пулас аннесене çӗршывра мӗнле пулăшусем панин презентацийӗ пулӗ. Мероприятин пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх каярах йывăрлă хӗрарăмсем валли йӗркелесе ирттерекен чи лайăх ӗçсемпе пуçарусен реестрне йӗркелеççӗ.

Форумăн тӗллевӗ — Раççейре йывăрлă хӗрарăмсене, аннелӗхпе ача çураласлăха тӗрев памалли мерăсене сарасси. Ача кӗтекен хӗрарăмсене тӗрев парассинче власть, коммерцилле мар организацисен, бизнесăн, конфессисен ӗçӗсене пӗрлештерсе вăйлатасси, ача кӗтекен хӗрарăмсен статусӗпе сумне ӳстересси, вӗсене упрама вӗрентесси.

 Форума йывăрлă хӗрарăмсемпе ӗçлекен специалистсем: тухтăрсем, акушер-гинекологсем, аннелӗх темипе ӗçлекен социаллă структурăсен представителӗсем, наукăпа эксперт сообществи, федераллă тата регионти власть представителӗсем хутшăнаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество