News by date 27 February 2025
-
Ешӗлвар районӗнче пулăçа тытса чарнă
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Ешӗлвар районӗнче Васильево хула евӗрлӗ поселокра закона пăхăнмасăр пулă тытакан арçынна тытса чарнине пӗлтерет ведомство пресс-служби.
-
Кун пек тӗлпулусем сывалма пулăшаççӗ
Хусанти М. Н. Садыков ячӗллӗ 7-мӗш клиника больницин никӗсӗнчи çар госпиталӗнче сипленекен салтаксем валли паян, февралӗн 27-мӗшӗнче, «От сЕРдца, для Победы!» концерт иртрӗ.
-
Хусанта Аслă Çăварни пулать
Тутарстанăн тӗп хулинче мартăн 1-мӗшӗнче Тутарстанра пурăнакан халăхсен пултарулăх коллективӗсем хутшăннипе «Хура кӳлӗ» паркра Аслă Çăварни иртет.
-
Тутарстанри Халӑхсен ассамблейи тӗп халӑхсен тӑван чӗлхисене упрассипе ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ
Республикӑра мӗн авалтан ҫума ҫумӑн вырӑс, тутар, чӑваш, мари, мордва, удмурт халӑхӗсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Глобализаци ӗмӗрӗнче кашни халӑхӑн пӗр проблема - тӑвӑн чӗлхене, унӑн тасалӑхне упраса хӑварасси. Ку уйрӑмах шутпа сахалрах халӑхсене пырса тивет. Тутарстанра ҫак проблемӑна татса пама чылай организаци ӗҫлет.