Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек тӗлпулусем сывалма пулăшаççӗ

Хусанти М. Н. Садыков ячӗллӗ 7-мӗш клиника больницин никӗсӗнчи çар госпиталӗнче сипленекен салтаксем валли паян, февралӗн 27-мӗшӗнче, «От сЕРдца, для Победы!» концерт иртрӗ.

«Единая Россия» партин Ново-Савиново районӗнчи уйрăмӗ пӗлтӗрхи август уйăхӗнченпе йӗркелет ăна. Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи ача çурчӗн воспитанникӗсем, Кадышево поселокӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсем, волонтерсем Хусанти мӗнпур çар госпиталӗнче пулса вӗсенче сипленекен салтаксене юрласа-ташласа хавхалантарма ӗлкӗрнӗ. Паянхи концерта Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне тата Çăварние халалларӗç. Салтаксене кил ăшшине парнелес шутпа ятарласа икерчӗ те пӗçерсе килнӗччӗ.

Хальхи вăхăтра 7-мӗш клиника больница çумӗнчи çар госпиталӗнче тӗрлӗ регионти 115 салтак сипленет. Çар чаçӗсен çывăхӗнчи больницăсенче пӗрремӗш сиплев иртнисене илсе килеççӗ кунта. Вӗсенче тума майсем çук йывăр операцисене те тăваççӗ. Çавăнпа йывăр аманнисем те, çăмăлраххисем те пур вӗсен йышӗнче. Шупашкар чăвашне Владимир Михайлов кӗçӗн сержанта та акă Севастопольти, Ялтăри госпитальсем хыççăн кунта сипленме янă. 2022 çулти сентябрьтех мобилизаципе кайнăскер, 1253-мӗш полк йышӗнче Херсон енче неонацистсемпе кӗрешет. Владимир сапер, штурмовик та. Пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче черетлӗ задание кайсан 4-çынран тăракан ушкăн ВСУ дронӗнчен пытанса ӗлкӗреймен. Телее, амансан та пурте сывах юлнă. Владимира халӗ килте амăшӗ, мăшăрӗпе виçӗ ачи кӗтеççӗ. Хусанти больницăра вăл пӗр эрне кăна-ха. «Майпен сывалатăп, тухтăрсем, персонал аван кунта», – терӗ вăл кăмăллăн.
Пухăннисене чăн малтан Хусан хула Думин депутачӗ Сергей Новоселовпа Тутарстанри Аттесен союзӗн председателӗ Адель Загретдинов саламларӗç. Адель Линнарович пушă алăпа килмен, ачасем унран хăйсен çырăвӗсене парса янă.


Концерта Дербышкинчи ача çурчӗн ташă ушкăнӗн «Встанем» ташши уçрӗ. Сывлăх енчен çирӗпех мар, анчах чун хавалӗпе вăйлă ачасем воспитани илеççӗ ку интернатра. Мӗнле маттуррине курсанччӗ сирӗн?! «Шалунишки» вокал ушкăнӗнчи атьсем, тӗслӗхрен, коляскăпа кăна çӳреççӗ, хăшӗ-пӗри курмасть. Апла пулин те çав тери хитре юрлаççӗ, пӗтӗм чунтан. Ринат Шайхелисламова та тăвăллăн алă çупса тав турӗç. Роман Романов пӗр нота пӗлмесен те синтезаторпа çав тери аван калать. Дина Хабибуллина та маттур. Салтаксене çаплах Хусан консерваторийӗн иккӗмӗш курс студенчӗ, сӗрме купăсçă Владислав Лебедев, «Единая Россия» партин хастар волонтерӗ Айдар Хайруллин тата ыттисем саламларӗç.


Дербышкинчи ача çурчӗн ташă ушкăнӗ «Çемье» ташă композицине вара салтаксене те хутшăнтарчӗç. Çак ташă залра ларакан кашни çыннăн кăмăлне çӗклерӗ. Çапла ăшă атмосферăра иртрӗ концерт. Хирурги уйрăмӗн ертӳçи Евгений Симурзин каланă тăрăх, кун пек тӗлпулусем хыççăн пациентсен кăмăл-туйăмӗ лайăхланать, апла-тăк сурана хăвăртрах сывалма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем