Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Аслă Çăварни пулать

Тутарстанăн тӗп хулинче мартăн 1-мӗшӗнче Тутарстанра пурăнакан халăхсен пултарулăх коллективӗсем хутшăннипе «Хура кӳлӗ» паркра Аслă Çăварни иртет.

Площадкăсем 10.00 сехетре ӗçлеме тытăнаççӗ. Мероприяти 12.00 сехетре пуçланать. Çак кун вăрçă хыççăн Çăварни ирттерни çинчен калакан фотовыставка та уçăлать.

Программăра: тӗрлӗ площадкăсем, халăх вăййисем, аттракционсем, спектакльсем, концерт, фольклор юррисемпе ташшисем. Ал-ӗç ăстисен япалисен ярмăркки, суту-илӳ речӗсем тата  мастер-классем кӗтеççӗ уява килекенсене. Çăварни паллах икерчӗсӗр иртмӗ.

Мероприятие ТР Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗ, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗ тата ТР Халăхсен ассамблеи ТР Культура министерстви тата хулан мэрийӗ пулăшнипе ирттереççӗ.

ТР Культура министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество культура