News by date 27 June 2017
-
Ан ӳркен кăна
Тутарстанра çул çитмен ачасен клубӗсене тӗпрен юсас программа та ӗçлет. Çак кунсенче кăна-ха Хусанта тата Çырчаллинче реконструкци хыççăн çакăн пек клубсем уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. - Республикăра çамрăксен нумай программи ӗçлет. Вӗсенчен пӗри - тӗпрен юсав. Эпир лагерьсемпе çул çитменнисен клубӗсене тӗпрен юсатпăр. Çак программа çулран-çула тăсăлать,- терӗ ТР çамрăксен...
-
28-мӗш чунçӳрев Казахстана!
Июлӗн 2-мӗшӗнче чăвашсем Шупашкартан автобуссемпе 28-мӗш чунçӳреве тухаççӗ, тесе пӗлтерчӗ ЧР Кинематографисчӗсен союзӗн ертӳçи, чăваш несӗлӗсем авал пурăннă вырăнсене чунçӳрев йӗркелӳçи Олег Цыпленков. Кăçалхи маршрут: Шупашкар - Чӗмпӗр - В.Игнашкино - Актюбинск - Аральск - Кызыл Орда - Туркестан - Чимкент - Мон Булак. Хальхинче чунçӳревçӗсем Хӗвеланăç Тӗрӗк Каганачӗн 6-7-мӗш...
-
Юристсем тӳлевсӗр йышăнаççӗ
Июнь уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ памалли кун. Пирӗн республикăра юристсем,адвокатсем, нотариуссем халăха РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗнче, «Единая Россия» партин председателӗн Тутарстанри, ТР Обществăлла палатăн, «Единая Россия» партин Хусан районӗсенчи уйрăмӗсенче, Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн Элмет, Пӗкӗлме пункчӗсенче - пӗтӗмпе 56 çӗрте кунӗпех йышăнаççӗ. Çак пунктсем Хусанта июнӗн...
-
Камăн çурчӗ лайăхрах?
(Ирина Кузьмина. Хусан.) Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗн çыннисем акă ӗнтӗ çур çул çак ята илме хатӗрленеççӗ. «Ялти чи лайăх кил-çурт» конкурс пулассине кунта кăçал январь уйăхӗнчех пӗлтернӗ. Ятарлă комисси кил-çурт сăнне кăна мар, пӳрт умӗпе пахча тирпейне те, хуçисем мӗнле пурăннине те шута илет. Ялти чи лайăх кил-çурт камăн...
-
Халăх календарӗ
27-мӗшӗ - халăх календарӗпе Елисей. Хуратул акма кая юлман-ха. 28-мӗшӗ - халăх календарӗпе Фита (Вита). Цикори чечеке ларать. Çак кунран урăх нимӗн те акма юрамасть, мӗншӗн тесен пурпӗр ӗлкӗрмест. Ӗлӗк çак кун çветтуй Витана кӗл туса выльăх-чӗрлӗхе упрама ыйтнă. 29-мӗшӗ - халăх календарӗпе Тихон. Çак кунран вӗçен кайăксем юрлама чарăнаççӗ....
-
Кун хыççăн кун
Июнь, 27 Хӗвел: тухать - 3.01, анать - 20.32, кун тăршшӗ - 17.31. Уйăх: тухать - 7.13, анать - 22.32. Пӗтӗм тӗнчери пулă тытассин кунӗ. Раççейре çамрăксен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парассинче юлташсен, ӗçтешсен пулăшăвӗ ытлашши пулмӗ. Июнь, 28 Хӗвел: тухать - 3.01, анать -...