Ан ӳркен кăна
Тутарстанра çул çитмен ачасен клубӗсене тӗпрен юсас программа та ӗçлет. Çак кунсенче кăна-ха Хусанта тата Çырчаллинче реконструкци хыççăн çакăн пек клубсем уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. - Республикăра çамрăксен нумай программи ӗçлет. Вӗсенчен пӗри - тӗпрен юсав. Эпир лагерьсемпе çул çитменнисен клубӗсене тӗпрен юсатпăр. Çак программа çулран-çула тăсăлать,- терӗ ТР çамрăксен...
Тутарстанра çул çитмен ачасен клубӗсене тӗпрен юсас программа та ӗçлет. Çак кунсенче кăна-ха Хусанта тата Çырчаллинче реконструкци хыççăн çакăн пек клубсем уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА.
- Республикăра çамрăксен нумай программи ӗçлет. Вӗсенчен пӗри - тӗпрен юсав. Эпир лагерьсемпе çул çитменнисен клубӗсене тӗпрен юсатпăр. Çак программа çулран-çула тăсăлать,- терӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир Леонов Хусанти А.Гайдар ячӗллӗ çамрăксен центрне уçнă май.
Тӗрлӗ пултарулăх фестивалӗпе конкурссене ирттересси кунта çӗнӗлӗх мар. Сентябрь уйăхӗнче тата ачасене цирк студине, акăлчан чӗлхин шкулне, ташă театрне тата ытти нумай интереслӗ направленипе ӗçлекен ушкăнсене илӗç.
Çырчаллисем валли те çакнашкал парне турӗç. Çак кунсенче кунта юсав хыççăн «Чайка» çул çитменнисемпе çамрăксен клубне уçрӗç. Унта автохулан ертӳçи Наиль Магдеев хăй хутшăнчӗ. Ку клуб тата анлăрах ӗçлет иккен. Кунта çул çитменнисемпе çамрăксен клубӗсен координаци канашӗн, «Çамрăк техник», «Çар хули», «Лидер плюс» проектсем пурнăçланаççӗ тата легопа робототехника енӗпе те занаятисем иртеççӗ. Пӗр сăмахпа, ачасене вăхăта усăллă ирттерме пирӗн республикăра майсем çителӗклех, ачасен хăйсен ӳркенмелле мар кăна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев