News by date 27 December 2018
-
Çӗнӗ çула пăшал чиксе тухсан – штраф
Ведомство сотрудникӗсем çулсерен хӗç-пăшал пуррисене тӗрӗслесе тăраççӗ, ăна ăçта, мӗнле условисенче упранине пăхаççӗ. Çӗнӗ çул уявӗсенче хăйсемпе пӗрле хӗç-пăшал чиксе çӳрекенсене штраф тӳлеттереççӗ.
-
Çăлавçăсен кунӗпе!
Юлашки 5-6 çулта Тутарстанра пушарсем 6%, шывра путса вилекенсен шучӗ 2 хут чакнине палăртнă. Тутарстан çăлавçисем кăçал инкеке лекнӗ 3,5 пин çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă.
-
РАККАССИНЧЕ КЛУБ УÇĂЛАТЬ
Пăва районӗнчи Раккассинче хупăннă шкула юсаса клуб тунă. Ăна декабрӗн 28-мӗшӗнче 10:00 сехетре чаплă лару-тăрура уçаççӗ. Уяв мерпориятийӗ çак ялта çуралнă паллă журналист тата çыравçă Анатолий Тимофеевăн çӗнӗ кӗнекине хăтланипе вӗçленӗ.
-
Фарид Мухаметшин 2018 çулти ӗçне пӗтӗмлетрӗ
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин федераллă тата республика шайӗнчи массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе тӗл пулчӗ.
-
АЧАСЕМ ВАЛЛИ ÇӖНӖ ÇУЛ ЮМАХӖ
Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.
-
«КАМАЗ-мастерăн» Хӗл Мучийӗ те чăваш!
Кулленхи пурнăçра вăл инженер, раллисенче – штурман, праçникре вара – чăн-чăн Хӗл Мучи!