Çӗнӗ çула пăшал чиксе тухсан – штраф
Ведомство сотрудникӗсем çулсерен хӗç-пăшал пуррисене тӗрӗслесе тăраççӗ, ăна ăçта, мӗнле условисенче упранине пăхаççӗ. Çӗнӗ çул уявӗсенче хăйсемпе пӗрле хӗç-пăшал чиксе çӳрекенсене штраф тӳлеттереççӗ.
Çӗнӗ çул праçникӗсем умӗн, хыççăн та, Росгварди хӗç-пăшал хуçисене вăйлăрах контроле илнине пӗлтернӗ «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Росгвардин Тутарстанри управленийӗн лицензи илме ирӗк паракан уйрăм пуçлăхӗ, полковник Алексей Бламыков. Ведомство сотрудникӗсем çулсерен хӗç-пăшал пуррисене тӗрӗслесе тăраççӗ, ăна ăçта, мӗнле условисенче упранине пăхаççӗ. Хӗç-пăшал юсавлă пулмалла, ăна çăрапа питӗрсе илсе упрамалла. Çӗнӗ çул уявӗсенче хăйсемпе пӗрле хӗç-пăшал чиксе çӳрекенсене штраф тӳлеттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев