Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăлавçăсен кунӗпе!

Юлашки 5-6 çулта Тутарстанра пушарсем 6%, шывра путса вилекенсен шучӗ 2 хут чакнине палăртнă. Тутарстан çăлавçисем кăçал инкеке лекнӗ 3,5 пин çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă.

Ахаль пурнăçра питех курăнмаççӗ, инкек тухас пулсан ялан çумра. Сăмахăм çăлавçăсем çинчен. Декабрӗн 27-мӗшӗнче Раççейре Çăлавçăсен кунне паллă тăваççӗ. Тутарстан çăлавçисемшӗн 2018 çул та çăмăлах пулмарӗ. Футболпа тӗнче чемпионатӗнче Хусансемпе хăнасене 4300 çăлавçă та хăрушсăрлăхпа тивӗçтерчӗ. Хулара çав вăхăтра пӗр пысăк инкек те пулманнинче вӗсен тивӗçӗ те пысăк.

РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Рафис Хабибуллин МЧС ӗçченӗсене профессилле уявпа саламланă май юлашки 5-6 çулта пушарсен шучӗ 6%, шывра путса вилекенсен шучӗ 2 хут чакнине палăртнă. Тутарстан çăлавçисем кăçал инкеке лекнӗ 3,5 пин çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Çăлавçăсене профессилле уявпа саламласа вӗсене çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, ӗçӗ çулран-çул чакса пыма сунатпăр. (ТР МЧС пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев