Чӗлхесӗр халăх – чӗмсӗр халăх
Ӗнер Аксури Универсаллă технологисен колледжӗнче Чӗлхесен комиссийӗн зонăри пленарлă ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Кама леш енчи районсен пуçлăхӗсем, районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен ертӳçисем, наципе культура центрӗсен ертӳçисем, вӗрентӳ тата культура министерствисен специалисчӗсем хутшăнчӗç.