Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗлхесӗр халăх – чӗмсӗр халăх

Ӗнер Аксури Универсаллă технологисен колледжӗнче Чӗлхесен комиссийӗн зонăри пленарлă ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Кама леш енчи районсен пуçлăхӗсем, районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен ертӳçисем, наципе культура центрӗсен ертӳçисем, вӗрентӳ тата культура министерствисен специалисчӗсем хутшăнчӗç.

Ларăва ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене упраса аталантарас тӗлӗшпе ӗçлекен комиссин председателӗ Марат Ахметов ертсе пычӗ.  
Унăн сăмахӗсемпе, ларăва чăваш тата мордва халăхӗсенчи лару-тăрăва халалланă, мӗншӗн тесен Кама леш еннче, вырăссемпе тутарсене шутламасан, ытларах çак халăхсем пурăнаççӗ. 
«Паянхи канашлу çак халăхсен чӗлхисене упраса хăварасси пирки çеç мар, вӗсене малалла аталантарасси пирки те пымалла. Çавăнпа сăмах калакансен шăпах çак процеса кансӗрлекен ыйтусене çӗклеме ыйтатăп. Вырăнти влаçăн халăхсен культури, хăйнеевӗрлӗхӗ тата, чи кирли, тăван чӗлхисем упранса юлччăр тесе тăрăшмалла. 
Малтисен шутӗнче сăмах илнӗ Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов нацисем тата конфессисем хушшинчи килӗшӳпе вырăнти çынсем мăнаçланма пултараççӗ. Пухăва ирттерме Аксу районне ахальтен суйласа илмен. Кунта виçӗ тӗп халăх пурăнать – тутарсем, чăвашсем, вырăссем – виççӗшӗн валли те аталанма пӗр пек условисем туса панă: вӗренӳре, спортра, аталанура. 
Ачасене чăвашла вӗрентес йывăрлăхсем çинчен ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев каласа пачӗ. Вăл чăваш чӗлхине вӗрентме шкултан мар, ача садӗнчен пуçлама сӗнчӗ.  
Людмила  Жаренова сăнӳкерчӗкӗсем, «Ял пурнăçӗ». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев