Узбексен шучӗ Тутарстанра ӳссе пырать
Çӗнӗ хыпарсем

Узбексен шучӗ Тутарстанра ӳссе пырать

Июнӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 5-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче Узбекистан Республикин суйлавӗсем иртеççӗ.

Суйлав комиссийӗсем ăçта вырнаçнине Узбекистан консульствинче, Туслăх çурчӗсенче ыйтса пӗлме пулать. Хусанта (ХФУ, Физика институчӗ, Кремлевская урамӗ, 16 çурт) июлӗн 29-мӗшӗнче 10.00 сехетрен пуçласа 12.30 сехетчен Узбекистан Президенчӗн малтанласа тунă суйлавӗсем иртӗç.

Палăртса хăвармалла, узбексен шучӗ Тутарстанра ӳссе пырать. 2010 çулта вӗсем 8 пин çын ытла пурăннă пулсан, 2020 çул тӗлне 18 пин çынна çитнӗ.


Нет комментариев