News by date 29 June 2018
-
5 кунра Тутарстанра 15 çын путнă
Шăрăх çанталăк пуçланчӗ кăна-ха, пирӗн вара халех çакăн чухлӗ çухату. Малалла та ӗç-пуç çапларах пулсан, шыва кӗмелли сезон вӗçлениччен чылай ротта чухлех вăйпитти çынсăр юлатпăр.
-
Ух-х-х шăрăх...
Раççейре чăн-чăн çулла пуçланчӗ, урамра та килте шăрăха пула сывлама çук. Мӗн тумалла?
-
Лениногорскра свалка çунать
Телее, пурăнмалли пунктсемпе вăрмансем çине вут сарăлас хăрушлăх çук.
-
Çанталăка пула тырçи кая юлать
Çуркунне тата çу пуçламăшӗнче çанталăк сивӗ тăнипе ӳсен-тăран икӗ эрне кая юлса шăтнă. Çавăнпа тырă вырма каярах тухма тивет.