Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

5 кунра Тутарстанра 15 çын путнă

Шăрăх çанталăк пуçланчӗ кăна-ха, пирӗн вара халех çакăн чухлӗ çухату. Малалла та ӗç-пуç çапларах пулсан, шыва кӗмелли сезон вӗçлениччен чылай ротта чухлех вăйпитти çынсăр юлатпăр.

Шăрăх тăнă юлашки 5 кунра республикăри шыв-шурсенче 15 çын (!), вӗсенчен иккӗшӗ ача, путса вилнӗ, ку вăл кашни кун виçшер çын вӗт. Шăрăх çанталăк пуçланчӗ кăна-ха, пирӗн вара халех çакăн чухлӗ çухату. Малалла та ӗç-пуç çапларах пулсан, шыва кӗмелли сезон вӗçлениччен чылай ротта чухлех вăйпитти çынсăр юлатпăр. Хăрушсăрлăх çинчен пурин те асра тытмалла пек те çав, анчах та шыв хӗррине çывхарсанах кун çинчен манатпăр пулмалла.

Инкекӗн сăлтавӗ, тӗпрен илсен, юраман вырăнта шыва кӗни тата ӗçкӗ. Юлашки кунсенче путса вилнӗ аслă çынсенчен те акă, 9-шӗ шăпах ӳсӗр пулнă. Агрызпа Апас районӗсенче ачасем путса вилнин сăлтавӗ вара вӗсем аслисемсӗр, хăйсемпе пӗр çулаллисемпе шыва кӗме кайни, çапла пӗлтернӗ паян Хусанти «Нижнее Заречье» пляжра иртнӗ «Ишме вӗрен» акци вăхăтӗнче инспекторсем. Акци вăхăтӗнче специалистсем ачасене тӗрӗс ишме, пӗрремӗш пулăшу пама вӗрентнӗ.

Денис Коннов çăлавçă пляжсенче 9-мӗш çул патрульте. Вăл каланă тăрăх, чи пысăк йăнăш вăл – вӗрсе хăпартмалли матрацпа, çăлăнмалли жилетпа, алă çине тăхăнтармалли вӗрсе хăпартнă хатӗрсемпе усă курни. Ку хатӗрсем пурнăçшăн хăрушă, мӗншӗн тесен шыв çинче шанчăклă мар, çурăлма пултараççӗ. «Эпир ачасене шыв çинче мечӗкпе выляма та чаратпăр, мӗншӗн тесен ача хăй сисмесӗрех мечӗк хыççăн ишет. Çил вара мечӗке инçете те инçете илсе каять. Ача ăна çитес тесе шалалла та шалалла ишет. Шăп çакăн пек чухне трагеди пулать те»,– тет опытлă çăлавçă.

Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 пляжра шыва кӗме юрать. Хусанта «Нижнее Заречье», «Локомотив» пляжсенче тата Глубокое, Комсомольское кӳлӗсенче шыва кӗме сӗнеççӗ. Кăçал пляж сезонӗ августăн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Пляжсенче ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен çăлавçăсемпе медицина ӗçченӗсем кунсерен дежурствăра пулаççӗ. Юраман вырăнсенче шыва кӗнӗшӗн вара граждансене 1,5 пин тенкӗ штраф кӗтет. ( ТР МЧСӗн сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия