Çанталăка пула тырçи кая юлать
Çуркунне тата çу пуçламăшӗнче çанталăк сивӗ тăнипе ӳсен-тăран икӗ эрне кая юлса шăтнă. Çавăнпа тырă вырма каярах тухма тивет.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, тырçие республика кăçал августăн пӗрремӗш декадинче тухма хатӗрленет. Шел те, çуркунне тата çу пуçламăшӗнче çанталăк сивӗ тăнипе ӳсен-тăран икӗ эрне кая юлса шăтнă. Çавăнпа та тырă вырма та каярах тухма тивет. Республикăн тырра пухса кӗртекен тӗрлӗ маркăллă 3,5 пин комбайнӗ тырçие паянах хатӗр.
ТР министрӗн М. Ахметовăн прогнозӗ тăрăх, кăçал йăлтах лайăх пулсан, республика 4 миллион тонна ытла тырă, 2,5 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 1,5 миллион тонна çӗрулми, 270 çуллă вăрлăх тата 3 миллион тонна выльăх апачӗ пухса кӗртмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев