Чăваш ятне ан ярăр
Çуллахи каникул вăхăтӗнче Ленинград хулине кайса курма май пурри çинчен пӗлсен тӗлӗнтӗм те, савăнтăм та, салхуллантăм та. Ленинград Мускавран та инçерех. Кам та пулин кайса куратех! Эпӗ ăна телевизорпа кăтартакан киносенче курнă-ха, открытка пуххи пур тата манăн. Çавсемпех çырлахмалла пулать ӗнтӗ. Ара, каникул пуçланичченех колхоз хирне çумран тасатма тухмалла та, путёвки те йӳнӗ мар ӗнтӗ. Пӗрех çак хыпара аннене пӗлтертӗм. Эльвирăпа Алинăна путёвка илсе панине те сиктерсе хăвармарăм.
− Ун чухлӗ укçа тупаймастпăр, ачам… Вутă илмелле, кăмрăк кӳмелле...
Пирӗн калаçăва Люда акка шăппăн итлесе ларчӗ. Вăл клуб заведующийӗ пулса ӗçлет, çитӗннӗ. Тӗрлӗ хула кайса курма ӗлкӗрнӗскер:
− Анне, Иринука яратпăр, путёвка илме укçа хам паратăп, − терӗ. − Пит хăюсăр-çке вăл пирӗн, пӗртте хирӗçлемест. Ялан юрӗ тет. Кивӗ пальтопа хӗл каçрӗ. Надюкпа ман кӗпесене хитре те хитре тесе тăхăнать… Ыранах путёвка ил.
Люда сӗтел çине 80 тенкӗ укçа кăларса хучӗ. Ним чӗнме аптраса тăратăп. Анне ирӗк памасан епле кайăн-ха?
− Ил, аппуна виç хут нумайрах тавăрса памалла пултăр те, − терӗ анне.
...Ленинград хулинче виççӗмӗш кун ӗнтӗ эпир. Пирӗн ушкăн кӗрлет, шавлать. Учительсем шăппăнрах калаçма ыйтнин те усси çук. Шăмăршăран иртсе курман ачасемшӗн Ленинград хули урăх тӗнче пекех туйăнать. Шалти кăмăл-туйăма епле тытса чарăн! Тата ют çӗрте чăвашла уйрăмах хытă сасăпа калаçас килет. Ан тив, пурте пӗлччӗр: чăваш ачисем те Ленинграда çити килме пултараççӗ!
Открытка пуххине кăларатăп. Тӗрӗслетӗп. Чăн та çакă-ши открытка çинчи çурт?
− Кунта Ирина пулнă тесе çырса хур! – кăшкăрать Герман кула-кула. – Кур-ха, ӗçмелли илтӗм, «Летний сад» ятлă. Пӗлетӗн-и мӗн ку? Çӗве шывӗ! Анне ăна сыснасене парать, кунта укçалла сутаççӗ!
Троллейбус çинче пăшăлтатса калаçмалла терӗç учительсем. Ăçта унта пăшăлтатса калаçма! Тата хытăрах янрама пуçларăмăр. Чăвашла пӗлекен çук-ха ку тăрăхра. Пире ют çӗршывран килнӗ тесе шутлаччăр. Шет французсем эпир? Е акăлчансем? Е нимӗçсем? «Бонжур», «хендехох», «гуд бай» теме пурте пӗлетпӗр. Пӗтӗм троллейбус чăвашла кӗрлет! Унччен те пулмарӗ – пӗр палламан арçын сасси илтӗнсе кайрӗ:
− Чăваш ачисем, шăпрах калаçăр. Чăваш ятне ан ярăр. Кунта вырăссем кăна мар, чăвашсем те йышлăн пурăнаççӗ. Пушă вырăн пур-тăк, ларăр. Алăк патӗнче ан тăрăр, тирпейлӗ пулăр, − терӗ.
Кун пек пулса тухасса кӗтмен эпир. Шурă пушмакпа, шурă шăлаварпа, тӳпе тӗслӗ кӗске çанăллă кӗпепе вăл. Çухи тӗлӗнче хӗрлӗ çиппе эрешленӗ йӗрсем пур. Ара, чăваш тӗрри вӗт ку! Ковбой шлепкине хывса шурă çӳçне аллипе якатрӗ те хӗвелтен сыхлакан хура куçлăхне сăмси çине тирпейлесе лартрӗ. Сăран тирпе илемлетнӗ туйине урисен хушшине вырнаçтарса пушă вырăна ларчӗ. Ленинградра пурăнать пулин те чăвашла шăппăн та пӗр такăнмасăр калаçать. Вăт мӗнле иккен хулара пурăнакан чăваш çынни!
Вунă кун хушшинче тем те куртăмăр. Анчах та чи тӗлӗнмелли троллейбусра тӗл пулнă чăваш арçынни пулчӗ. Кăшкăрашса та янрашса чапа тухман иккен чăваш çынни. Тирпейлӗ те сăпайлă пулни илем кӳрет чăваша.
Сăнӳкерчӗк: «Шедеврум» нейросеть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев