Йытă аслашшӗ
Аллă çулалла çывхарнăçемӗн аслă ачасем çунатлана пуçларӗç. Хӗр Мускавра ӗçлеме тытăнчӗ, ывăл салтакран таврăнсан хамăр хуларах пурăнать, анчах пирӗнпе пӗрле мар, уйрăм хваттерте. Çемйисем иккӗшӗн те çук-ха хальлӗхе, апла пулсан «асатте» е «кукаçей» тесе калакан часах пулмасть пек-ха мана. Ку пӗр енчен савăнтарать те, тепӗр енчен... темле, кунсем хăвăртрах шунине сисе пуçларăм.
Талӑкри 24 сехет сахал пек туйӑнать. 48 çул вăл сахал мар ӗнтӗ, шутласа пăхсан. Питри пӗрӗнчӗксем те, шурала пуçланă тăнлавсем те миçерине аса илтерсех тăраççӗ. Апла пулин те хама ватта хума васкамастăп-ха, чунпа çамрăк, бассейнра ишме юрататăп, юлташсемпе теннисла вылятпӑр. Куçкӗскирен сахалрах пăхсассăн çул вӑл сисӗнмест те, пӗр енчен пăхсан. Тепӗр енчен – хам ӳсӗмри юлташсем хăшӗ асатте, хăшӗ кукаçей пулма ӗлкӗрни шухӑша ярать. Ӗлкӗрӗпӗр-ха, Турă хушсан тенӗ пек. Асатте пулсан унта чăн-чăн ватă вара эсӗ, тарса пытанма çук. Ачусем хăвăн вӗт. Йышăнмаллах çӗнӗ «должноçе».
Эпӗ нумай ачаллă çемьере ӳснӗ, хамăн та виççӗн. Килте шав ача сассиччӗ. Аслисем тухса саланчӗç те (хула пурнăçне ялтипе танлаштарма çук пулсан та) хваттер шăв-шавран пусăрăнчӗ пек. Япаласем вырăнта, тӗпелте ялан тирпейлӗ. Кӗçӗн хӗр хамăрпа пурăнать-ха. Анчах вăл та ӗнтӗ пӗчӗк мар, сăрланса тухать урама.
Пӗччен юлнă вăхăтра ватлăх шухăшӗсем, çук-çук та, пурпӗр кӗркелеççӗ пуçăма. Асатте е кукаçей пулатăп-ши маларах? Хăшӗ пӗрремӗш мăнукпа савăнтарӗ, асли е вăтамми? Хатӗрленмелле пуль ӗнтӗ. Кӗххӗм-кӗххӗм тесе ӳсӗричченех кӗттермӗç-ха.
Мускаври хӗрпе каçсерен Ватсап урлă видеопа калаçатпăр. Пӗррехинче вăл кушак çури туяннине пӗлтерчӗ. Пӗчӗк чух кушакӗ пурччӗ вӗсен, пӗрре те мар. Пăхмарӗç вӗт хăямат, яла леçсе яма тиврӗ. Кунта, кур-ха, пысăк укçа тӳлесе илнӗ – порода имӗш! Вăрçмарăмăр, усратăр усрасси килсен. Унта ашшӗ-амăшӗ çук, яваплăхӗ хăйӗн çинче.
Ялти кушак хăçан чирлет? Тӗрӗс. Наркăмăшланнă йӗкехӳрене çисен. Шӗкӗр хулари ăратлă кушаксем мӗнпе кăна чирлемеççӗ иккен. Темӗн тӗрлӗ прививка вӗсен, тӗрӗслев. Пӗр сăмахпа каласан, Мускав ветеринарӗсем – шоколадра. Аçа тесе илнӗ кушакӗ ама пулнине те ăна ветеринар патне çăмарта кастарма илсе кайсан кăна пӗлнине каласа култарнă хыççăн урăх Мускаври кушак хыпарӗсене пӗлместӗп.
Кунта нумай пулмасть ывăл йытă çури туянни çинчен пӗлтерчӗ. Корги. Хакӗ виçӗ уйăхри пăрăвăнни пек. «Пӗччен нумай пӳлӗмлӗ хваттерте япăха пуçланă-и ӗнтӗ ку?» – тесе шутлатăп хам ăшра. Тепӗр тесен, пăхтăр. Тен, вӗсем çапла чӗрчун усраса атте-анне пулма хатӗрленеççӗ? Ăна вӗт çитермелле, ун хыççăн тасатмалла, уçăлтарма илсе тухмалла, вылямалла...
Тетӗшӗ йытă илнине пӗлсен кӗçӗн хӗр те кушак çури пирки «юрлама» пуçларӗ. Тӗрӗссине каласан, чӗрчунсемпе кӗске видео ӳкерекен тиктокерсен телефонӗсене çапса салатнă пулăттăм! Вӗсем вӗт медалӗн пӗр енне кăна илемлетсе кăтартаççӗ. Тӳнтерӗ каллех аслисен тивӗçӗ пулмалла тет-и вара?..
«Тетӳ патне кайса пăхса пурăн пӗрер кун йыт çурине, – тетӗп, – унтан пăхăпăр». Кӗçӗн ачасем пӗлеççӗ вӗт хӑш кнопкӑсем çине пусмаллине, çине тӑрать. Ман телее, нумай кӗтмелле пулмарӗ.
Пӗр кун Артур хăй йыттине пирӗн пата илсе килнӗ. Хуçин çуралнă куна каймалла пулнипе Копатыч пирӗн патра çӗр каçнă. Копатыч – мультфильмри персонаж ячӗ. Юрать-ха Чубайс мар, тӗспе пӗрпекрех вӗсем. Эп ун чухне шăпах Пушкăртстанра командировкăраччӗ. Сухви вара ăна çӗрӗпе пăхнă, вылянă, йытă тула тухнă хыççăн тасатма та тивнӗ ахăр. Кушак çури пирки ыйтма чарăнчӗ çавӑн хыççӑн.
Нумай пулмасть ывӑл шӑнкӑравларӗ. Ӗçрисемпе хăвăрт юхакан Илетьре кимӗсемпе ишме кайма хатӗрленет те, вут тӗслӗ тирлӗ йытă çурине вӑхӑтлӑха пирӗн пата хăварасшăн. Апатне, тиркисене, выртмалли вырăнне илсе килеп тет. Эпӗ вӑл кун шăпах килте ӗçлетӗп, компьютер умӗнчен апатланма кăна тăрап. Хӗрарăмсем каçпа кăна килеççӗ. Йышăнтăм ӗнтӗ, ывăл хамăн вӗт.
Пӗр пăхсан тилӗ сăнӗ те пур коргире, тепӗр енчен – такса пек, кӗлетки вăрăмтарах темле, урисем кӗске. Çавна кура-и, утти лăппăл-лаппăл, кулăшла. Кăмăлӗ енчен ачашланма юратать, вӗрмест, йынăшмасть. Ача пекех. «Сидеть» командăна ăнланать! Ӑслӑ ахӑр…
Ку кăтартуллă илем малтанхи тапхăрта кăна пулнине эпӗ шутлама та пултарайман. Шăпах телевизорта реклама пынă чухлӗ йытă лăпкă та сапăрччӗ. Кайран акă мӗн пуçланчӗ.
Астăватăп, ман ывăл, шăпах тăватă уран упаленнӗ чух, хваттерти пӗтӗм обойсене аялтан тытăнса хăй çӳллӗшӗ таран (ăçта пултарнă – çавăнта) çурса пӗтернӗччӗ. Паллах, çӗннине хăвăрт çыпăçтартăмăр. Çӗнетӳ ывăл утма тытăнсанах харама кайрӗ – ун аллине фломастер лекнӗ... Артурăн йытти хваттере кӗнӗренпе çур сехет те иртмерӗ – вăл шăппăн кăна коридор тăрăх унта-кунта çӳретчӗ – кӗрекен алăк патӗнчи кӗтесрен çăлса илнӗ ал лаппи пысăкăш обой татăкӗ урайӗнче выртать, ăна хайхискер темшӗн çырта-çырта ваклать. Пăх-ха эс ăна, хуçи пекех хăтланать! Юрать-ха фломастер тытма пӗлмест, паллаймăн хваттерне. Территорие паллӑ тума тытӑниччен (памперс çакса яраймастӑн вӗт) пӗчӗк хӑнана, ытлашши ан усаллантăр тесе, мӗнпур япалисемпе пӗрле балкона хупса хутăм. Унта обой çук, стенасене сăрланă, урайӗнче плитка. Нумай та вăхăт иртмерӗ – нăйăлтатнă сасă илтӗнчӗ, йынăшать. Шывне тиркине ытларах ярса панăччӗ, çавна тăкса янă иккен ку. Йӗпе çинче выртасшăн мар.
Ывăл мана йыттине миçере тата мӗн çитермеллине каласа хăварнă. Çак вăхăт çитиччен урама тухса пăхас-ха кунпа тетӗп. Йытă хыçӗнчен тасатас килмест вӗт. Кăкартăм, тухрăмăр. Пусма çинчен хăй тӗллӗн анаймасть-ха, алă çине илме тиврӗ. Пите çуласшăн туртăнать.
Урамра йӗрлекен йытă пек мӗн-тӗр шăршла-шăршла талпăнчӗ асфальт тăрăх малалла. Вăл мана çӳп-çап контейнерӗсем патне сӗтӗрет, эп ăна – чечек клумби патӗнчи сак енне. Асли çӗнтерчӗ. Кунта йытăллисем тата та пур иккен. Пӗр ватлӑх сӑнӗ çапнӑ йăрă хӗрарăм хаскипе тухнă. Унăн йытти аслӑ ӗнтӗ, манăн шӗмпӗлт çине пăхмасть те. Ку хăлхине тăратнă, шăршлать хăй пеккине.
Калаçкаларăмăр. Вӗсем «Шур чечексем» парка кайма тухнă иккен. Унта йытă вольерӗ пур. «Сирӗнни пек пӗчӗк йытăллисем «Стамбул» паркра нумайăн», – терӗ.
Эп вăхăтлăх йытă пăхакан кăна пулин те, ăнланакан пек пулса пуçа сӗлтетӗп, ырă сунатăп уйрăлнă чух. Акă хирӗç подъездран çара тирлӗ пӗчӗк йытта çавăн пекех хӗрарăм йăтса тухрӗ. Йытти те хуçи пек, çӳхе шӗвӗр сăмсаллă. «Алӑк уçӑлсан малтан сӑмси тухрӗ, унтан хӑй…» – аса килеççӗ асанне каласа култарнисем.
Шӗвӗр сӑмсаллӑ йытӑ лӑпкӑ мар, сӑмсине пур çӗре те чикет. Ку та чарăнать-и тесе пăхса тăратпăр. Çук, чӗнмесӗр мăнкăмăллăн иртсе кайрӗç. Шак-шак-шак! тăваççӗ тимӗр çапнă кӗлисем. Алла шăнăçакан йытта кушак темелле пуль ăна? Манăн хăть çура пулсан та 3-4 кило пур. Аван çитерет пулмалла ăна ывăл. Ав, тӗмсем айӗнче хăйӗн ӗçне тăвать. Ку пӗр енчен аван-ха, урай вараланмӗ.
Хамăр подъезд патне çитсен сак патне чарăнтăмăр. Иртсе пыракан хитре хӗрача сасартӑк ман енне çаврӑнса:
– Авансем-и? Сирӗн те корги-им? – тесе йӑл кулчӗ. – Манăн та! Анчах та ман аслă ӗнтӗ, виççӗре. Эп кӳршӗ подъездран, ăна апатлантарма килетӗп. Унтан уçăлма тухатпăр.
Кăна мӗн каламаллине те пӗлмерӗм. Анчах хитре хӗрсем кашни кун йӑл кулса куçран пӑхмаççӗ. Епле калаçмӑн вӗсемпе? Ватӑ мар вӗт-ха!
Копатыч палламан хӗр аллисем енне туртăнать, пăхаканӗ кирлӗ те мар. Лешӗ пӗлет йыттӑн кӑмӑлне, ачашлать, ятне ыйтса пӗлчӗ. Ырă этеме сисет пулмалла чӗрӗ чун.
Тӗлӗнмелле япала уçрӑм хам валли. Шутласа пăхсан, йытă усракансем – коляскăллă аннесем пекех. Вӗсен ялан пӗр-пӗринпе калаçмалли тупăнать. Мана та кăсăклă ыйтса пӗлме: «Мӗн çитеретӗр? Мӗншӗн вӗсен хӳрисене касаççӗ? Хăçанччен итлемесӗр усалланаççӗ корги çурисем?»
Çичӗ уйăха çитиччен вӗсем чăнах та, айвантарах тытаççӗ иккен хăйсене. Лавккара халь йытă валли кирек мӗнле апат та пур. Урисем кӗске пулнипе вӗсен хӳрисене татасси модăна кӗрсе кайнă иккен. Темӗн те пӗлме пулать.
Ман умра çӗнӗ, хулара пурăнакан йытăçă тӗнчи уçăлса пырать. Ялта усракан йыттăн тивӗçӗ паллӑ: кил сыхламалла, сăнчăрта вӗрмелле, уншăн ăна çитереççӗ. Хулари йытă – чи малтан этемӗн тус-юлташӗ, чылай чухне уншăн ачи вырăнӗнче. Вăл унпа калаçать, хурлăхӗпе савăнăçне пайлать, хӗлле йытă тумӗ тумлантарса уçăлма илсе тухать, чунри ăшшине парать. Йытти – ача пекех юратать вара хăй хуçине, кирлӗ пулсан – хӳтӗлет.
Ку чухне ман Çырчаллинчи пӗлӗш еплерех вилсе кайни аса килет. Йытти пысӑк йышши пулнӑ, те овчарка ӗнтӗ?.. Пенсионер унпа каçпа уçӑлма тухать. Сасартӑк кун чӗри ыратса каять, тӑнӑ çӗртех кайса ӳкет. Çынсем пулӑшма пырасшӑн – йытӑран хӑраççӗ, пысӑк, вӗрет. Васкавлӑ пулӑшу чӗнтереççӗ – йытти пыртармасть. Çапла транспорт чарăнăвӗнчех вилсе кайнӑ терӗç инфаркт пулнипе. Турӑ сыхлатӑр ӗнтӗ.
Пӳрте кӗнӗ чух çурана ачана йӑтнӑ пекех алла илтӗм, урисене ваннăйӗнче çуса тасатрăм. Ку нӑйкӑшать. Лар тесен те итлемест, тарасшăн. Шыва хăнăхман курăнать. Çитертӗм. Кăштах лăпланчӗ пек. Хам ӗçлекен пӳлӗмрех хăвартăм. Тен, çывăрӗ? Ачасем çывăраççӗ вӗт çитернӗ хыççăн...
Сисетӗп, ман пӗчӗк тусăн ыйхи килмест, вăл манăн урари тапочкине тӗпчеме пуçларӗ. Малтан хӗрринчен çыртса пăхрӗ, кайран пăлан çăмӗсене çăлма пикенчӗ.
Тапочки лайăхчӗ, çемçе йышши, çара уран тăхăнма чух кăна. Красноярска кайсан илсе килнӗччӗ ăна. Илнӗ те пит тăхăнман. Пăлан тирӗнчен тенӗччӗ сутакансем. Нумая пычӗ, чăнах та. Ывăлăн «ывăлӗпе» тӗл пуличчен. Пилӗк минутра кăшласа тăкрӗ ку ман сылтăм тапочкие.
Шăлӗсем кӗçӗтеççӗ пуль ӗнтӗ. Арăма шăнкăравласа зоолавккана кӗрсе йытă кăшламалли пластик шăмă илсе килме каларăм.
Ман пӗчӗк хӑна хӗрсе кайса урайне лартса хăварнă литр çурăллă шыв савăтне тулама тытăнчӗ. Хăрлатса хăратмасть хăй, шăппăн тăвать вăрттăн ӗçе, аслашшӗне улталама хӑтланакан чее мăнук пекех. Силлерӗ, пăркаларӗ, шăтарчӗ. Чармасан ку ман пӳлӗме йăлтах айӗн-çийӗн çавăрса пăрахать вӗт. Каллех балкона «ссылкăна» ăсатрăм. Ăна пăхса лараймастăп вӗт кунӗпе, ӗçе тумалла. Йытă аслашшӗ мар эп сире кунта!
Арӑм «шӑмӑпа» пӗрле тутлисене те илсе килнӗ. Мана валли мар, паллах, «пӗчӗкки» валли. Кун хыççӑн Копатыч ун йӗри-тавра кӑна явӑнма пуçларӗ. Эпӗ «ача» пӑхакан тивӗçне вӗçлерӗм.
Çур эрне те иртмерӗ, ман ӑшра çав йыт çурине курас туйӑм вӑранчӗ. Çӗнӗ, вăйланса пыракан ӑнланмалла мар туйӑм маншӑн. Вӑл мӗн тунине пӗлес килет, мӗнле ӳснине курас килет. Уçӑлма та тухӑттӑмӑр пӗрле тесе шухӑшлатӑп. Çемçелеп пулмалла...
Тӗлӗнмелле япала! Ачасем йытӑ-кушак усраса ача пӑхма хатӗрленнине сиснӗ эпӗ, хамра асаттелӗх вӑраннине – çук…
Эрне вӗçӗнче ывӑл патне кайса илсе килтӗм Копатыча хамӑр пата. Канмалли кунсене тесе. Эп ӑна халь Хотабыч тетӗп. Ӑнланмалларах.
Меркурий КЛАВДИН.
Сăнӳкерчӗк: «GigaChat» нейросеть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев