Юратса пурăннăшăн – медаль
Иртнӗ эрнере республикăра Çемье кунне палăртассипе çыхăннă тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Вӗсен хушшинче тӗслӗхлӗ çемьесене, династисене, килӗштерсе 25 çултан сахал мар пурăннисене «За любовь и верность» медальсене парса чысласси те пулчӗ. Кăçал Тутарстанӗпе ăна 70-ӗн илме пултарчӗç.