Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бриллиант туйра уявламалла пултӑр!

Тен, тепӗр чухне кӳрентернĕ самантсем те пулнӑ пулĕ, тен, ăнланман е сивӗ сӑмах каланă - пуриншĕн те каçару ыйтатпăр.

  Пӑва районенчи Кӗҫӗн Пӳркел (Паҫҫулккӑ) ялӗнче пурӑнакан Михаилпа Раиса Юркинсем июлӗн 7-мӗшӗнче ылтӑн туй кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хисеплĕ аннепе атте, асаннепе асатте, кукамайпа кукаҫи, Сире ылтăн туй ячĕпе чун чĕререн саламлатпăр! Çĕре çити сирĕн умра пуç таятпăр. Пире кун çути парнеленĕшĕн, юратса пăхса ӳстернĕшĕн, ура çине тăма пулăшнăшăн, кӳршě-аршăпа тӑвансемпе шăкăлтатса пурăнма ăс-тăн панишĕн тав тӑватпӑр. Тен, тепӗр чухне кӳрентернĕ самантсем те пулнӑ пулĕ, тен, ăнланман е сивӗ сӑмах каланă - пуриншĕн те каçару ыйтатпăр. 

Эсир пирĕншӗн яланах ыра тĕслĕх. 50 çул эсир пĕрле алла аллăн утатăр, пĕр-пĕрне ăнланма хисеплеме пĕлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тавах сире! Тĕнчери мĕн пур ыррине сире сунатпăр. Яланах хаваслă пулăр, чунсемпе çамрăк, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр , пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай ҫул пурăнăр. Эсир пурри пирĕншĕн чи пысăк телей!

Саламлакансем: хӗрӗсем, ывӑлӗсем, кинӗсем, кӗрӳшӗсем, мӑнукӗсем тата  йышлӑ тӑванӗсем.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День семьи