Иртнӗ эрнере республикăра Çемье кунне палăртассипе çыхăннă тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Вӗсен хушшинче тӗслӗхлӗ çемьесене, династисене, килӗштерсе 25 çултан сахал мар пурăннисене «За любовь и верность» медальсене парса чысласси те пулчӗ. Кăçал Тутарстанӗпе ăна 70-ӗн илме пултарчӗç.
Çак медале илнисен шутӗнче чăваш çемйисем – Владимир Григорьевичпа Людмила Николаевна Кожуковсем (Элмет районӗ, Ерӗспел), Владимир Федоровичпа Ольга Николаевна Кизинсем (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми), Александр Степановичпа Валентина Андреевна Ильмухинсем (Аксу хула евӗрлӗ поселок) пулчӗç. Эпир пӗлмен çемьесем тата та пур пулӗ. Саламлатпăр юбилярсене, телейлӗ пурнăç сунатпăр!
Кожуковсен çемье архивӗнчи, «Сельская новь» хаçатăн тата drogganoye.tatarstan.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев