«Безнен заман» фестивалӗн çӗнтерӳçисене палăртнă
Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XIII «Безнен заман» ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн телефестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Кăçал мероприятие Тутарстанри 38 хулапа районтан 150 предприятипе организаци хутшăннă. 1200 ытла артист 300 яхăн номер хатӗрленӗ. Вӗсенчен 171-шӗ финала иртнӗ. Кăçалхи фестивале Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.