«Безнен заман» фестивалӗн çӗнтерӳçисене палăртнă
Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XIII «Безнен заман» ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн телефестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Кăçал мероприятие Тутарстанри 38 хулапа районтан 150 предприятипе организаци хутшăннă. 1200 ытла артист 300 яхăн номер хатӗрленӗ. Вӗсенчен 171-шӗ финала иртнӗ. Кăçалхи фестивале Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.
Гала-концерта ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин хутшăннă. Шăпах вăл фестиваль Гран-прине «Татнефть Профсоюз» командăна панă. Çӗнтерӳçӗсем 500 пин тенкӗлӗх сертификата тата Тутарстан Республикин Раисӗн куçса çӳрекен кубокне илме тивӗçнӗ. Алексей Песошин фестиваль ӗçлекенсен çӗнӗ ăрăвне йӗркелес тата ӗç профессийӗсене сарас енӗпе пӗлтерӗшлӗ ӗç тунине палăртнă.

«Фестиваль ӗçлекен çамрăксен ăс-хакăлпа вăй-хăватне, пултарулăхне уçса пама пулăшать. Унăн юхăмӗ ӳссе пырать, çулсерен производствăн тӗрлӗ отраслӗсен тата социаллă сферăн çӗнӗ представителӗсем фестивале хутшăнаççӗ», – каланă вăл.
«Пирӗн вăхăтри паттăрсем» кубока тата 300 пин тенкӗлӗх сертификата «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн команди илме тивӗçнӗ. Наградăна хутшăнакансене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров тата ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Родион Карпов панă. «Пирӗн вăхăт пуянлăхӗ» кубокпа 200 пин сертификата «Нижнекамскнефтехим» команда илнӗ. Çӗнтерӳçӗсен шутӗнче Камаз, «Казаньоргсинтез», Чистай районӗн тӗп больницин профсоюз организацийӗн, Заинск районӗн ӗçтăвкомӗн, Хусанти С.П. Горбунов ячӗллӗ авиаци завочӗн командисем.
Унсăр пуçне гала-концертра фестивалӗн генеральнăй продюсерне Дмитрий Туманова ЮНЕСКОн «Творец эпохи» орденпе чысланă.

Ӗçлекен çамрăксен «Наше время – Безнең заман» фестиваль ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулăшнипе тата ЮНЕСКО эгидипе иртет. Проект авторӗ– Тутарстан Республикинчи çамрăксен «Созвездие-Йолдызлык» обществăлла организаци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев