News by tag - Глава Чувашской Республики
-
А.Александров Чăваш Ен Пуçлăхӗпе иртнӗ пресс-конференцире чăваш чӗлхин пуласлăхӗ çинчен ыйту çӗкленӗ
Ӗнер Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев МХХ представителӗсемпе тӗл пулнă. Тӗл пулăва паллă фольклорист, теле-радио журналист, блогер Алексей Александров та хутшăннă, нумайăшӗ Элтияр ятпа пӗлеççӗ ăна. Олег Николаева вăл хальхи вăхăтра пӗтӗм чăваша пăшăрхантаракан ыйту панă . Чӑваш чӗлхине тарӑннӑн тата тӗплӗн вӗрентекен шкул пулать-ши республикăра? Кун пирки Элтияр «ВКонтрактри» хăйӗн страницинче пост кăларнă, унпа паллашма сӗнетпӗр.
-
Чăваш Республикин Пуçлӑхне Олег Николаева çуралнă кунпа саламлатпăр!
Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи раштав уйăхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче çуралнă. Чăваш Республикине 2020 çултанпа ертсе пырать.