Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Чăваш Республикин Пуçлӑхне Олег Николаева çуралнă кунпа саламлатпăр!

Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи раштав уйăхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче çуралнă. Чăваш Республикине 2020 çултанпа ертсе пырать.

Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи раштав уйăхӗн 10-мӗшӗнче  Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче çуралнă. Чăваш Республикине  2020 çултанпа ертсе пырать.

Олег Николаев И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче экономика пӗлӗвне илнӗ (1998 ç.). Каярах (1999 ç.) çак университетрах патшалăх управленийӗ енӗпе пӗлӗвне ӳстернӗ. Ӗç биографийӗ пысăк. Тимӗр конструкцисен монтажникӗнчен пуçласа РФ Патшалăх Думин комисси председателӗн çумӗ, унтан регион ертӳçи таран. Чăваш Республикин Экономика аталанăвӗпе суту-илӳ министерствинче те паха опыт пуçтарнă.

Чăваш Ене ертсе пыма пуçличчен Мускавра 2013 çултан пуçласа 2020 çулччен тӗрлӗ çӗрте ӗçленӗ. Юлашки çулсенче Патшалăх Думинче вăй хунă. Тӗрлӗ çӗрте ӗçлесе пуян опыт пухни республикăна ăнăçлă аталану çулӗпе ертсе пыма пулăшать те ӗнтӗ.

Эпир те паян, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, Олег Алексеевича çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, çăмăл мар ӗçре хавхаланупа пысăк вăй-хал, çемьере килӗшӳпе тату пурнăç сунатпăр. Чăваш Республики малашне те эсир ертсе пынипе чечекленсе те вăйланса пытăр.   

Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ («Хыпар» хаçатăн Телеграмри каналӗнчен илнӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Глава Чувашской Республики