Заправкăсенче черетсӗр кама йышăнаççӗ?
Сывлăх енчен çирӗпех мар çынсем Тутарстанри АЗСсенче черетсӗр заправка тума пултараççӗ. Çăмăллăх I тата II инвалидлăх ушкăнӗ кӗрекенсене, çавăн пекех сывлăх енчен хавшак ачасене пырса тивет. Заправка тунă вăхăтра сусăр çын хăй пур чухне çеç привилегипе усă курма пулать. Кун пек чухне руль умӗнче кам ларни пӗлтерӗшлӗ мар.