Кадрсен центрӗ сывлăх енчен çирӗп маррисене ӗçе вырнаçма пулăшать
Тутарстанри «Работа России» Кадрсен центрне кăçал сывлăх енчен çирӗпех мар 640 çын ӗç шыраса пынă. Халăха ӗçпе тивӗçтерекен служба специалисчӗсем пулăшнипе 447-шӗ ӗçе вырнаçнă та ӗнтӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 32 процент ытларах, пӗлтӗр çак вăхăтра 338 çын ӗç тупнă.
Сывлăх енчен çирӗпех маррисем республикăра паян экономикăн тӗрлӗ сферинче кирлӗ. Ӗç шыракансене сӗннӗ вакансисем хушшинче – операторсем, ют чӗлхе учителӗсем, лаборантсем, солодовщиксем, йытă ӗрчетекенсем, электрогазосварщиксем, автоматизациленӗ системисен инженерӗсем, ветеринарсем, вентиляци системисен монтажникӗсем, электрослесарьсем, инженер-технологсем тата слесарь-сантехниксем.
Çӗнӗ профессие вӗрентессине те уйрăм пусăм тунă. «Кадры» наци проекчӗ шайӗнче 3 çын çӗнӗ професси алла илнӗ, 6 çын вӗренет тата 7 çын занятисем пуçланасса кӗтет. Унсăр пуçне патшалăх программипе сывлăх енчен çирӗпех мар 23 ӗçсӗр çын вӗренет, вӗсенчен 11-шӗ курса ăнăçлă вӗçленӗ ӗнтӗ.
Тутарстанри «Работа России» Кадрсен центрӗн ертӳçи Тимур Муллин организаци предприниматель пуçарăвӗсене ырланине те палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа 8 çын хăйсен ӗçне уçнă.
Карьера консультанчӗсем ӗç шыракансене кашни тапхăрта пур енлӗн пулăшаççӗ: сывлăхпа опыта шута илсе ӗç суйласа илме, резюме тума, профориентаци тата собеседовани иртме. Тӗплӗнрех информаци тупма тата консультаци иртме portal.tatartrud.ru портал е 8( 843) 222-05-57 пӗрлехи контакт-центрӗн телефонӗпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
Тутарстанри «Работа России» Кадр центрӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев