News by tag - Работа России
-
Кадрсен центрӗ сывлăх енчен çирӗп маррисене ӗçе вырнаçма пулăшать
Тутарстанри «Работа России» Кадрсен центрне кăçал сывлăх енчен çирӗпех мар 640 çын ӗç шыраса пынă. Халăха ӗçпе тивӗçтерекен служба специалисчӗсем пулăшнипе 447-шӗ ӗçе вырнаçнă та ӗнтӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 32 процент ытларах, пӗлтӗр çак вăхăтра 338 çын ӗç тупнă.
-
2026 çулта ӗç вырăнне мӗнле улăштармалла?
Çӗнӗ çулта ӗç шыракансене компьютер тата автоматизаци пек çӗнӗ технологисемпе çыхăннă профессисене суйлама сӗнеççӗ. Кун пирки Тутарстанри Ӗçпе тивӗçтерекен центрăн пресс-служби пӗлтерет. Çӗнӗ хăнăхусене «Кадрсем» наци проекчӗ шайӗнче тӳлевсӗрех илме пулать.
-
СВО ветеранӗсене ӗç тупма пулăшаççӗ
«Работа России» Кадрсен центрӗсем пулăшнипе 2025 çулта ятарлă çар операцине хутшăннă 100 ытла ветеран ӗçе вырнаçнă.