Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2026 çулта ӗç вырăнне мӗнле улăштармалла?

Çӗнӗ çулта ӗç шыракансене компьютер тата автоматизаци пек çӗнӗ технологисемпе çыхăннă профессисене суйлама сӗнеççӗ. Кун пирки Тутарстанри Ӗçпе тивӗçтерекен центрăн пресс-служби пӗлтерет. Çӗнӗ хăнăхусене «Кадрсем» наци проекчӗ шайӗнче тӳлевсӗрех илме пулать.

Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, ӗç шыраканăн шалу çине кăна мар, компани шанчăклă пулни çине те пăхмалла. Тăнăçлă мар вăхăтра ӗç укçи кăшт пӗчӗкрех пулсан та,  çирӗп ӗç, лайăх условисем тата медицина страхованийӗ сӗнекен компание суйласан аванрах.

Çавăн пекех патшалăх пулăшăвӗпе усă курни те пӗлтерӗшлӗ. «Работа России» Ӗçпе тивӗçтерекен центр пособи панисӗр пуçне, çӗнӗ профессие суйласа илме, резюме хатӗрлеме, собеседовани иртме тата кирлӗ ӗç вакансине  суйлама пулăшать.

Малашне ӗç паракансене çӗннине вӗренме, улшăнусене хăвăрт хăнăхма хатӗр çынсем кирлине палăртаççӗ специалистсем. Вӗрентӳ, тӗплӗн шухăшланă карьера маршручӗ тата патшалăх пулăшăвӗпе усă курни ӗçе ăнăçлă вырнаçма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: трудоустройство Работа России