Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсене ӗç тупма пулăшаççӗ

«Работа России» Кадрсен центрӗсем пулăшнипе 2025 çулта ятарлă çар операцине хутшăннă 100 ытла ветеран ӗçе вырнаçнă.

Ӗçе вырнаçас тесе пурӗ 154 çын пулăшу ыйтса килнӗ, вӗсенчен 102-шӗ ӗç вырăнӗ тупнă, 5-шӗ хăйсен ӗçне уçнă, 52-шӗ тӳлевсӗр професси пӗлӗвӗ илнӗ.

Кашни ветеран çумне карьерăн харпăр консультантне çирӗплетеççӗ. Вăл пур тапхăрта та – резюме çырассинчен пуçласа собеседовани иртесси таранах пулăшса пырать.

Ветерансем республикăри предприятисенче операторӗсем, водительсем, сварщиксем, электрогазосварщиксем тата ытти специалист пулса ӗçлеççӗ.

Çӗнӗ професси илес тесен вӗсем валли «Работа России» порталта 8 вӗренӳ программи ӗçлет, çав шутра даннăйсен аналитики енӗпе, искусствăлла интеллект системисемпе ӗçлессипе тата пилотсăр вӗçекен аппаратсене тытса пырассипе пӗлӳ илме май пур.

СВО ветеранӗсене ӗç тупса парасси «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнăçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Нацпроект «Кадры» Помощь участникам СВО Работа России