Кадр центрӗсем 181 ветерана ӗç тупма пулăшнă
Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа Кадр центрӗсене ӗç шыраса ятарлă çар операцине хутшăннă 221 ветеран пынă. Вӗсенчен 181 çынна ӗçе вырнаçтарнă, 10-шне – хăйсен ӗçне уçма пулăшнă, 46-шне – тӳлевсӗр çӗнӗ професси ала илме пултарнă. Кун пирки ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.