Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кадр центрӗсем 181 ветерана ӗç тупма пулăшнă

Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа Кадр центрӗсене ӗç шыраса ятарлă çар операцине хутшăннă 221 ветеран пынă. Вӗсенчен 181 çынна ӗçе вырнаçтарнă, 10-шне – хăйсен ӗçне уçма пулăшнă, 46-шне – тӳлевсӗр çӗнӗ професси ала илме пултарнă. Кун пирки ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Кадр центрӗ ӗç шыраса килнӗ кашни ветеран çумне харпăр карьера консультанчӗ çирӗплетет, вăл ăна резюме çырассинчен пуçласа собеседование хатӗрленесси таранах пур тапхăрта та пулăшса пырать.

Унсăр пуçне граждансем психологи пулăшăвӗ илеме тата ӗç рынокӗнче социаллă адаптаци иртме пултараççӗ. Сăмахран, кăçал ятарлă çар операцине хутшăннă 105 çын  профориентаци иртнӗ, асăннă категорири граждансен 11 представительне психологи пулăшăвӗ панă, социаллă адаптаци 11 ветеран иртнӗ.

Паянхи кун ветерансем республикăри предприятисенче операторӗсем, водительсем, сварщиксем, электрогазосварщиксем тата ытти должноçра ӗçлеççӗ.  СВО пайташӗсене пулăшасси «Кадры» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минтруд Нацпроект «Кадры» Меры поддержки участников СВО