«Кадры» наци проекчӗн шайӗнче кăçал 5673 çынна вӗрентсе кăларма тӗллев лартнă
2025 çул пуçланнăранпа «Кадры» наци проекчӗн шайӗнче Тутарстанра 4036 çын вӗренсе професси е хушма пӗлӳ илнӗ. Çак шутран 1034-шӗ вӗренӳ курсне вӗçлесе ӗç рынокӗнче кирлӗ хăнăхусем илнӗ те ӗнтӗ. Çакăн пирки Тутарстанри «Кадры России» кадрсен центрӗн пресс-служби пӗлтерет.
Вӗрентӳ программисене пурнăçлама федераллă бюджетран укçа уйăраççӗ. Граждансен тӗрлӗ категорийӗсем валли шухăшласа кăларнă ку программăна. Унпа уйрăмах çӗнӗ ӗç шыракансем (2839) тата пачах та ӗçсӗррисем (264) интересленеççӗ.
Курссенче çавăн пекех ачаллă хӗрарăмсем те пур – ӗçсӗр аннесемпе декретлă отпускри 192 хӗрарăм.
Çавăн пекех проекта аслă çултисем те хутшăнаççӗ иккен. Вӗсен йышӗнче инвалидсем, тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсем пурри паллă.

Хальхи вăхăтра проект шайӗнче 27 вӗрентӳ программи ӗçлет. Чи-чи популярлисен шутӗнче IT-специальноçсем (даннăйсен аналитики, веб-дизайн), ӗç профессийӗсем (электрогазосварщик, слесарь, çӗвӗçӗ), çавăн пекех услугăсемпе социаллă тӗллевлӗ специальноçсем.
Çулталăк вӗçлениччен 5673 çынна вӗрентсе кăларма тӗллев лартнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев