Заправкăсенче черетсӗр кама йышăнаççӗ?
Сывлăх енчен çирӗпех мар çынсем Тутарстанри АЗСсенче черетсӗр заправка тума пултараççӗ. Çăмăллăх I тата II инвалидлăх ушкăнӗ кӗрекенсене, çавăн пекех сывлăх енчен хавшак ачасене пырса тивет. Заправка тунă вăхăтра сусăр çын хăй пур чухне çеç привилегипе усă курма пулать. Кун пек чухне руль умӗнче кам ларни пӗлтерӗшлӗ мар.
.jpg)
Черетсӗр заправка тума автомобиль çинче «Инвалид» ятарлă паллă пурри çителӗксӗр. АЗС ӗçченне çакна çирӗплетекен документа кăтартмалла. Май уйăхӗнчена «Госуслуги» порталти харпăр кабинет урлă та тума пулать. Инвалидлăх справкинче сăнӳкерчӗк çук пулсан, заправка ӗçченӗ хушма тӗрӗслев валли паспорт ыйтма пултарать.
Çавăн пекех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансем, Совет союзӗн тата Раççей Федерацийӗн Геройӗсем тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем черетсӗр машинăна заправить тума пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев