Шуршăлта Андриян Николаевăн çуралнă кунне паллă тунă
Сентябрӗн 5-мӗшӗнче икӗ хутчен Совет Союзĕн Паттӑрĕ ята тивӗçнӗ авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 97 çул çитрӗ. СССР летчик-космонавтне халалланă тӗп мероприятисем унăн тăван ялӗнче – Чăваш Енри Сӗнтервăрри округӗнчи Шуршăлта иртнӗ.