Андриян Николаевăн музейӗ 53 çул тултарнине паллă тунă
Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăл ялӗнче тӗнче уçлăхне, Чăваш Ен культурипе историне кăмăлакансем пухăннă.
Программа музей аталанăвӗ çинчен калакан çавра сӗтелтен пуçланнă. Пӗлтерӗшлӗ пулăмсенчен пӗри – «Шуршăлти космонавтика музейне – 53 çул» курав уçни. Экспозицире – сайра тӗл пулакан архив сăнӳкерчӗкӗсем, музей йӗркеленӗвӗн историйӗ çинчен каласа паракан документсем.
Мероприятире сумлă хăнасем, çав шутра композитор, баянист, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Юрий Жуков, поэтесса Лидия Туктина, Чăваш эстрадин юрăçи Елена Энжей (Порфирьева) хăйӗн пултарулăх номерӗсем хатӗрленӗ. Çак кун вӗсем мемориал комплексне халалланă «Мухтанатпăр санпа, Андриян!» юрăпа та паллаштарнă. Шуршăлти кӗмӗл волонтерсен «Тимлĕх» ушкăнӗ музее 3-мӗш космонавтăн амăшӗн портретне тата тӗрленӗ тутăр парнеленӗ.
Йăлана кӗнӗ тăрăх уяв хăнисем икӗ хутчен СССР Геройӗн, летчик-космонавтăн Андриян Николаевăн вилтăпри çине чечек хурас церемоние хутшăннă.
Космонавтика музейӗ юсавра пулсан та ӗçлеме пăрахман. Унăн экспозицийӗсене вăхăтлăха Чувашпотребсоюзăн çуртне куçарнă. Планпа килĕшӳллĕн, вăл музей мар, планетариллĕ тата обсерваториллĕ вĕренӳпе музей комплексĕ пулса тăмалла. Шкул ачисем валли Роскосмос лабораторийӗ йӗркелесшӗн, унта вӗсем мини-спутниксем пухма вӗренеççӗ.
Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексăн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев