Сентябрӗн 5-мӗшӗнче икӗ хутчен Совет Союзĕн Паттӑрĕ ята тивӗçнӗ авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 97 çул çитрӗ. СССР летчик-космонавтне халалланă тӗп мероприятисем унăн тăван ялӗнче – Чăваш Енри Сӗнтервăрри округӗнчи Шуршăлта иртнӗ.
А.Г.Николаев летчик-космонавтăн мемориал комплексне депутатсем, власть представителӗсем, космонавтика ветеранӗсем, Андриян Николаевăн хӗрӗ Елена Терешкова килсе çитнӗ. Уяв космонавтăн бюсчӗ умне тата вилтăприйӗ çине чечек хунинчен пуçланнă. Андриян Григорьевичăн çуралнă кунӗнче тăван ялӗнче унăн пурнăçне тата çăлтăр çулне халалланă «Космонавт №3» курав уçăлнă, çавăн пекех хăнасем космонавтăн икӗ вӗçевӗ çинчен каласа паракан экспонатсемпе, документсемпе, сăнӳкерчӗксемпе паллашнă, «Шоршелы – родина космонавта-3» фильм пăхнă.
Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра Сӗнтӗрвăрри тăрăхӗнчи Шуршăлта Андриян Николаев летчик-космонавтăн астăвăм комплексӗнче юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Планпа килĕшӳллĕн, реконструкци 2029 çул тĕлне вĕçленсен вăл музей мар, планетариллĕ тата обсерваториллĕ вĕренӳпе музей комплексĕ пулса тăрӗ.
Тĕнчери виççĕмĕш космонавтăн Андриян Николаевăн пурнăçĕ çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пĕлме пулать. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев