СВО хутшăнакансене парăнакан пулăшусем ҫинчен ăçта пӗлме пулать
Раççей патшалăх пулăшăвӗсен (Госуслуги) порталӗнче 2025 çултанпа «Меры поддержки для Защитников Отечества» пай ӗçлет, унта ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çапăçу ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене федераллă тата регион шайӗнче парăнакан пулăшу çинчен мӗнпур актуаллă информацие пухнă. Усă курма меллӗрех пултăр тесе навигатор та ӗçлет. Кун çинчен тата ытти усăллă ресурссем пирки ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.